Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Галина Зайцева – районти чи лайăх акушерка

Çак кунсенче районти ялсенчи врач амбулаторийĕсенче, врач офисĕсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата районти тĕп больницăра ĕçлекен акушеркăсем хушшинче смотр-конкурс иртнĕ.

Пĕрремĕш турта «Чи лайăх акушерка» ята тивĕçес тĕллевпе смотр-конкурса 14 специалист хутшăннă. Иккĕмĕш тура вара тăххăрăн суйланса юлнă. Çивĕч кĕрешÿре районти «Чи лайăх акушерка» ята Туçари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн акушерки Галина Николаевна Зайцева тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 июня 2009
00:00
Поделиться