Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулсенче сывлăха çирĕплетекен кану лагерĕсем ĕçлени çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Сăмах чăнлăхне тупас тĕллевпе Шăнкăртамри вăтам шкула çитрĕмĕр. Çакнашкал лагерьте кунта пĕрремĕш сменăра 50 ача канать. Эпир пынă чухне вĕсем ирхи апат хыççăн выляв площадкине тухнăччĕ. Пĕр вăйă хыççăн тепри черетленсе çеç тăрать: чупаççĕ, шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Хĕм сапан сар хĕвел çутинче çут тĕнчепе чăн-чăнах савăнать иккен ача-пăча. Аслă пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем, район, республика ертÿçисем çакнашкал ырлăх кÿнĕшĕн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртеççĕ. Вĕренсе ывăннă хыççăн канма условисем чăннипех те çителĕклех. Ирхине, кăнтăрла вĕри апат çитереççĕ. Тутлă çимĕçĕпе пылак шывĕ те çителĕклех. Пахча çимĕçрен татăк тăратмаççĕ.

Пĕрремĕш сменăна иккĕмĕш класран пуçласа пиллĕкмĕш класс таран çÿрерĕç. Хăйсен савăнăçне пытараймаççĕ. Иккĕмĕш сменăна канма килес текенсем те пур.

Лагерь ертÿçи С. Аксянова каланă тăрăх кичемленме чăнах та вăхăт çук ачасен. Викторина, конкурс ирттерсех тăраççĕ. Пĕр кунĕнче ялти ача-пăча библиотекинче пулчĕç. Унти кĕнекесемпе тĕплĕн паллашрĕç. Андерсен юмахĕсене аса илчĕç. Ача-пăча валли çыракан авторсен кĕнекисене алла тытрĕç. Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейна пĕрре çеç кайман.

Патăрьелĕнчи «Çăкăр» музейĕнче пулни те ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ. Шăнкăртамри культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ çитĕнекен ăру. Уй-хире тухса тăван тавралăхра çитĕнекен апат-çимĕç культурисене, сиплĕ эмел курăкĕсене тĕплĕнрех сăнарĕç. Пăлара ушкăнпа чăмпăлтатрĕç.

Аслăрах классенчи ачасем те вăхăта усăсăр ирттермеççĕ. Саккăрмĕшпе вуннăмĕш классенчен вĕренсе тухнисем шкул пахчинче ĕçлеççĕ. Стадиона 1000 чăрăш хунавĕ лартнăччĕ. Вĕсене шăрăх çанталăкра шыв сапаççĕ, çум-курăкран тасатаççĕ.

Ĕç тата кану лагерĕсем йĕркеленĕшĕн ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. Ирпе ĕçе тухса утакансен çитĕнекен ăрушăн кунĕпе пăшăрханса тăмалла мар. Çитменнине кунта пурнăçра кирлине сахал мар илеççĕ вĕсем. Акă, Патăрьелĕнчи ВДПО инструкторĕ А. Андреева пушара хирĕçле темăпа калаçу ирттерчĕ. Вут-кăвар инкекĕ пурлăха кĕле çавăрнине каларĕ. Пушарта çунса вилекенсем пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Кинофильм пăхни те вырăнлă пулчĕ.

Районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем бригадăпах килнĕ ачасем патне. Н. Назаров кунти ĕçченсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. В. Воробьев вут-çулăма сÿнтерекен машина мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. А. Андреева инкек пулсан çухалса каймалла маррине каларĕ. Райадминистрацин гражданла оборона пайĕн начальникĕ Г. Каллин ачасен çăмăлттайлăхĕпе пулнă инкексем çинче чарăнса тăчĕ. Çуллахи шăрăх кунсем тăраççĕ. Ача-пăча шыв хĕррине пуçтарăнать. Ишме пĕлни-пĕлменни тарăн шыва кĕрсе каясси пулать. Кăçал та республикăра иккĕн путса вилни асăрханулăха ÿстерме ыйтать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 июня 2009
00:00
Поделиться