Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хурлăхлă митинг

Июнĕн 22-мĕшĕ – Раççейре Асăнупа хурлăх кунĕ. Çак куна халалласа Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче хурлăхлă митинг иртнĕ. Унта Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссарĕ Д. Захаров, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, çамрăксен организацийĕсен, учреждени-организацисен представителĕсем пухăннă.

Митинга хутшăннисен умĕнче Н. Глухов сăмах каланă. Вăл 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ çĕр-шыв историйĕнче ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче юлакан пулăм иккенне, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пĕтĕм халăха пĕрлештернине палăртнă.

Митингра вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Юлашкинчен Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 июня 2009
00:00
Поделиться