Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш Республики: çул хыççăн çул

«Республика кунĕ» уява официаллă йĕркепе 1995 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалласа çирĕплетнĕ. Çакăн пирки калакан Саккуна Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров 2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнче алă пуснă. Кунта Чăваш патшалăхлăхĕ çирĕпленнин историллĕ пысăк пĕлтерĕшне тĕпе хунă. Çавăнтанпа июнĕн 24-мĕшĕ патшалăх уявĕ – Республика кунĕ.

1920 çулта автономи илнĕ Чăваш Ен хăйĕн историйĕнче сухапуçĕнчен пуçласа космос таран çĕкленчĕ. Патша Раççейĕнче питех те чухăн, кая юлнăскер, аталаннă промышленноçлă тата ял хуçалăхлă, малта пыракан культурăллă республика пулса тăчĕ. Чĕр тавар, çĕр айĕнчи пурлăх никĕсĕ çук пулин те, Чăваш Ен малалла çирĕппĕн аталанать. Экономикăра, вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, спортра улшăнусем нумайлансах пыраççĕ. Ялсемпе хуласем илемленеççĕ. Чăваш Ен аталаннă индустриллĕ-аграрлă республика пулса тăчĕ.

Чăваш Республики уявĕ – ĕçлекен уяв. Пирĕн «ĕçчен-уява» çĕр-шывĕпех паллă тăваççĕ. Уява килекен официаллă çынсен, бизнесменсен, артистсен, туристсен шучĕ çулран çул ÿсет. Вĕсем Раççей Федерацийĕн вун-вун регионĕнчен, чикĕ леш енчен пирĕнпе тытакан çыхăнусене малалла аталантарма килеççĕ. Уяв кунĕсенче бизнес-контрактсем тăвасси темиçе хут ÿсет.

Чăваш Республики Хĕвелтухăç Европа тÿремĕнче, Атăлăн сылтăм çыранĕнче, Сăрпа Сĕве юхан шывĕсем хушшинче вырнаçнă. Хĕвеланăçĕнче Чулхула, Кăнтăрта Ульяновск облаçĕсемпе, çурçĕрте – Марий Эл, хĕвелтухăçĕнче – Тутарстан, кăнтăр-хĕвеланăçĕнче Мордва республикисемпе чикĕленет. Чăваш Ен Атăлçи федераллă округа кĕрет, Атăл – Вятка экономика районĕн пайĕ пулса тăрать.

Республика 18, 3 пин тăваткал километр лаптăк йышăнать. 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта 1292, 2 пин çын пурăннă. Чăваш Республикинче 317 муниципаллă тытăмлăх: 21 муниципаллă район, 5 хула округĕ, 284 ял тăрăхĕ, 7 хула тăрăхĕ. Тĕп хула – Шупашкар. Пĕр тăваткал километр пуçне 71 çын тивет (Раççейре – 8, 4, федераллă округра – 29, 8). Халăхăн 40 процентне яхăн ялта пурăнать. Шупашкарпа Мускав хушши – 650 километр.

Республика урлă çĕр-шывăн çурçĕр, хĕвелтухăç, кăнтăр тата центрти районĕсене каякан автоçулсем иртеççĕ. Шупашкар урлă вара çак трассăсем: Иран – Азербайджан – Атăл тăрăхĕ – Раççейĕн Европăри çурçĕр пайĕ, Раççейĕн хĕвеланăç чикки – Мускав-Урал. Автомобильсен тĕп çулĕ Атăл шывĕпе юнашар выртать: Астрахань-Ульяновск-Киров. Грузсен 20 процентне ытла шыв транспорчĕпе турттараççĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар грузсене шыв транспортĕнчен чукун çула, чукун çул транспортĕнчен шыв транспорчĕ çине куçармалли пысăк портсем шутланаççĕ. Чăваш Республики Волгоград, Дон çинчи Ростов, Астрахань хулисемпе, Каспи, Азов, Хура тинĕссемпе шыв çулĕпе çыхăннă. Европăри çĕр-шывсемпе те çыхăнма май пур.

Чăваш Республикинче пурăнакансен 67, 7 проценчĕ чăвашсем, 26, 5 проценчĕ – вырăссем, 2, 7 проценчĕ – тутарсем, 1, 2 проценчĕ – мордвасем, 1, 8 проценчĕ – ытти национальность çыннисем. 2002 çулхи çырав тăрăх Раççей Федерацийĕнче 1637, 1 пин чăваш шутланнă. Тутарстанра 126, 5 ытла, Пушкăртстанра 117, 3 пин, Самар облаçĕнче 101, 4 пин, Ульяновск облаçĕнче 111, 3 пин ытла чăваш пурăнать. Мускавра, Красноярск крайĕнче, Кемерово, Оренбург, Чулхула, Саратов, Свердловск, Мускав облаçĕсенче, Казахстанра, Узбекистанра тата Украинăра 10-30 пин чăваш шутланнă. Çын шучĕпе чăвашсем Раççейре вырăссем, украинецсем, тутарсем, пушкăртсем хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăнаççĕ. Раççейĕн Европа пайĕнчи чăвашсем – православие ĕненекен пĕртен пĕр тĕрĕк халăхĕ.

Чăваш Республикин хăйĕн Гербĕ, Ялавĕ, Гимнĕ пур.

Тĕнче уçлăхĕнчи пĕр пĕчĕк планетăна «Чувашия» тесе ят панă. Ку, паллах, Чăваш Ен виçĕ космос паттăрĕ çитĕнтернипе те çыхăннă пулĕ. Эпир Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров летчик-космонавтсемпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр.

Чăваш спортсменĕсем 14 олимп медалĕ çĕнсе илнĕ, тĕнчери тата Европăри ăмăртусенче 48 хут чемпион пулнă.

Петербургри Çуллахи сад картин тата ытти чылай çурт-йĕрĕн проекчĕн авторĕ тата строителĕ Петр Егоров архитектор, Пушкин тусĕ Иакинф Бичурин священник, ăсчах-востоковед, тăлмачă, карап тăвакан ăсчах Алексей Крылов, СССР Наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ Николай Ашмарин тюрколог, Максим Михайловпа Николай Мордвинов паллă артистсем, Надежда Павлова талантлă балерина тата ытти нумай-нумай пултаруллă çынсем Раççей патшалăх историйĕнче чăваш страницисене çырма пултарчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 июня 2009
00:00
Поделиться