Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Украина телевиденийĕ – Патăрьел çĕрĕ çинче

Украинăри АŸТВК (Харьков хули) паллă телеканал кăçалхи июнĕн 6-мĕшĕнче Н. Супруненко ертсе пынипе “Творчествăллă тĕл пулусем” ярăмпа черетлĕ телекăларăм кăтартнă. Украинăпа Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче пĕрремĕш хут ăна Чăваш Ене халалланă. Кăларăмăн тĕп сăнарĕ – А.А. Кокель, чăвашсен пĕрре-мĕш художник-профессорĕ.

Телекуравçăсем юратакан çак программа авторĕ тата ертсе пыраканĕ – Н.А. Супруненко. Вăл – Харьков облаçĕн патшалăх администрацийĕн культура управленийĕн начальникĕ. Нумай хисеплĕ литература премийĕсен лауреачĕ Украинăра тата чикĕ леш енче пултаруллă поэтесса пулнипе те палăрнă вăл. Н.А. Супруненко Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн, чаплă художникăн А.А. Кокелĕн сăнарне Украинăра асра хăварас пирки нумай ĕçлет. Чăваш Ен пирки каласа паракан программа хăни И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă Владимир Александрович Васильев пулнă.

Эфирти 30 минут хушшинче журналистпа ăсчах хушшинче кăсăклă калаçу иртнĕ. Телекуравçăсем Украинăпа Чăваш Ен хушшинчи культурăпа экономика хутшăнăвĕсем пирки нумай çĕннине илтнĕ, Чăваш патшалăх университечĕ, Раççей вĕрентÿ академийĕн академикĕ университет ректорĕ Л.П. Кураков авалхи чăваш халăхĕн еткерлĕхне упраса аталантарас енĕпе тăвакан ĕç çинчен пĕлнĕ. Калаçура художникăн пĕчĕк çĕр-шывĕ – Турхан ялĕн кун-çулĕ те пысăк вырăн йышăннă.

Телекăларăм пирки Украинăра пурăнакан чăвашсенчен ырлав шăнкăравĕ нумай пулнă.

Телеканал ертÿçисем Чăваш Республикин кунĕ умĕн, июнĕн 20-мĕшĕнче, кăларăма тепĕр хут кăтартма палăртнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2009
00:00
Поделиться