Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЯЛ-ЙЫШ ВĂЙĕПЕ ТИРПЕЙЛЕРĕç

Вилнисен ячĕсене асра тытасси, ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă вырăнсене тирпейлесе пăхса тăрасси пирĕншĕн чи малтанхи тивĕçсенчен пĕри пулмалла.

Шăпах çакна тĕпе хурса Сител ялĕнче субботник йĕркелерĕç. Маларах ял тăрăх депутачĕ Ю. Прискин пуçарнипе карта юписем туянма килĕрен укçа пуçтарчĕç. Шел пулин те 100 тенкĕ шеллесе хăйсен чунсăрлăхне, çынна хисеплеменнине кăтартса сăваплă ĕçрен пăрăнса юлакансем те тупăнчĕç.

30-40 вăйпитти арçын масар картисене юсанисĕр пуçне хăрса типнĕ йывăçсемпе тĕмсене касрĕ, çĕрĕшнĕ хĕрессемпе чартаксене тирпейлерĕ. Пуçтарăннă тасамарлăха И. Козлов тракторпа, И. Руссаков лашапа ятарлă вырăна турттарчĕç.

Малашне сителсем çакнашкал субботник çулленех йĕркелесси пирки калаçса татăлчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться