Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туслăх çирĕпленсе пырать

Совет Союзĕн Геройĕ С.А. Андреев Елчĕк район чăвашĕ пулин те Туçари вĕрентÿ центрĕнчи ачасемпе вĕрентекенсемшĕн ют мар. Вăл çак шкулта та пĕлÿ илнĕ, ун чухне ытти нумай вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулнă.

Кăçал паттăр 85 çул тултарнине халалласа Туçари вĕрентÿ центрĕнчи шкул ачисем инçе çула çывăхлатса хĕл кунĕнче унăн тăван Энтепе шкулне йĕлтĕрпе килнĕ. Çак кунтан вĕсен туслăхĕ тата çирĕпленнĕ. Нумай пулмасть вара С. Андреев ентешĕсем Туçари вĕрентÿ центрĕн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе паллашма килнĕ. Малашне вара шкул ачисем çеç мар, учительсем те пĕр-пĕринпе çыхăну тытма, опытпа паллашма калаçса татăлнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться