Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Священник юбилейĕ

Вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕн, Тăрăнти святой Николай ячĕпе хисепленекен чиркÿ настоятелĕ Николай Галкин протоиерейĕн ятне районти ялсенче аван пĕлеççĕ. Çак кунсенче вăл 85 çул тултарчĕ. Çав ятпа юбиляра Тăрăн чиркĕвĕнче иртнĕ литурги кĕллинче Варнава митрополит ăшшăн саламларĕ, патриарх наградине пачĕ. Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л. Кураков академик Николай аттене ял халăхне тата çамрăксене чун-чĕрепе кăмăл-сипет енĕпе ырă тĕслĕх кăтартса “Православная Россия” юхăмăн грамотипе медальне илме тивĕçнĕшĕн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться