Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Смотр-конкурс вĕçленчĕ

Аслă Чемен ял тăрăхĕнче “Çав кунсен çухалмĕ чапĕ” смотр-конкурс вĕçленчĕ. Унта 5 округ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Конкурс программине юрă-ташă, сăвă, сценка, такмаксем кĕчĕç. 15 çынран кая мар тăракан хор икшер юрă хатĕрлерĕ. Çемьепе номер кăтартасси те пулчĕ унта. Халăх пултарулăхне хаклама районти культурăпа кану центрĕн ертÿçи А. Овчинникова, кунта ĕçлекен Л. Леонтьевăпа Ф. Абитов, район администрацийĕн социаллă аталану, информациллĕ тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ С. Викторов килчĕç.

Е. Пузайкина, В. Фролов, Е. Волкова, Е. Капитонова, В. Туптова, Н. Зотова, Л. Мордвинова, В. Медведев чуна пырса тивмелле юрларĕç. З. Алешева, Э. Селиверстрова, М. Семенова, С. Кошелева, Л. Аганова тата Н. Абрамова сăввисене пысăк туйăмпа вуларĕç. Япаровсен, Медведевсен тата Егоровсен çемйисене куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Матроссен, салтаксен, летчиксен ташшисем те тыткăнларĕç. Л. Кадушкин, В. Фролов, В. Башмаков Я. Селиверстров, З. Латышева купăспа илемлĕ кĕвĕсем каларĕç. Концертсене çамрăксемпе юнашар ватăрах çынсем хутшăнни савăнтарчĕ. П. Фролов, Г. Кошелева, М. Латышова, В. Туптова, В. Башмаков 60 çул, Фроловпа Г. Ежов вара 70 çул урлă каçнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться