Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республикăри тутарсен Сабантуйĕ

Пиншер çын пуçтарăнчĕ иртнĕ шăматкун “Солнечная” уçланкăна тутар-пушкăртсен Чăваш Республикинчи VI Сабантуйне. Çак уяв çуркунне çут çанталăка çĕнетнипе, хирти ĕçсене вĕçленипе тачă çыхăннă. Вăл ĕçлевĕн те, ырă йăла-йĕркесен те, юрă-ташăн хаваслă уявĕ те.

Патăрьел районĕн территорийĕнче темиçе ĕмĕр чăвашсемпе тутарсем, православие ĕненекенсемпе мăсăльмансем çума-çумăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Республикăри тутарсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ Патăрьел районĕнче. Çавăнпа та вĕсен Сабантуйне кунта ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Патăрьел районĕнче нумай наци çынни пурăннине шута илсе çулсеренех Акатуй-Сабантуй уявне ирттересси йăлана кĕнĕ. Акатуй – чăвашсен наци уявĕ. Вăл та çуркуннехи çĕнелÿпе, уй-хир ĕçĕсене вĕçленипе çыхăннă. Кăçалхи 58-мĕш Акатуй-Сабантуй июнĕн 12- 13-мĕшĕсенче иртет.

Тутарсен республикăри VI Сабантуйне хаклă хăнасем йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче – Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Р. Купкенов, Раççейри мăсăльмансен тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Чăваш Енри управлени председателĕ А. Крганов, Чăваш Енри тутарсен наци-культура автономийĕн председателĕ Ф. Гибатдинов, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен по-литикин министрĕн çумĕ В. Устяк, ЧР Культура министерствин пай начальникĕ М. Краснов, Тутарстанри Алькей хăй тытăмлăх пуçлăхĕ Ф. Давлетшин тата ыттисем те. Тутарсем вара республикăран çеç мар Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарстанран йышлăн килнĕ.

Сабантуй халăх йăлипе А. Крганов муфти Коранри Сура вуланипе пуçланчĕ. Унтан пухăннă халăха Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов саламларĕ. Вăл районăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарчĕ, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парассипе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Салам сăмахĕсем тата та чылай пулчĕç.

Ун хыççăн ĕçре палăрнисене, активистсене федераци, республика, район, ял шайĕнчи наградăсемпе чысларĕç.

Халăха сцена çинчен шăранакан юрă-кĕвĕ тыткăнларĕ. Хăйсен ăсталăхне Шăнкăртамри шкулсенчи, Тутарстанри Алькей райо-

нĕнчи çамрăк артистсем туллин кăтартрĕç, уява илем кÿчĕç.

Кăмăл тăвакансем хăйсене халăх вăййисенче, спорт ăмăртăвĕсенче тĕрĕслесе пăхрĕç. Армрестлингра, пукан йăтассипе, тутарла-пушкăртла кĕрешессипе йышлăн тупăшрĕç. Урхамахсем икĕ енпе чупса ăмăртни халăха уйрăмах хавхалантарчĕ. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесене тивĕçрĕç. Чи лайăххисем Пĕтĕм Раççейри тутар çамрăкĕсен 1-мĕш спартакиадине хутшăнĕç. Вăл июлĕн 10-13-мĕшĕсенче Тутарстанра иртет.

Кунĕпех суту-илÿ ярмăркки ĕçлерĕ.

Сабантуя ирттерессипе çыхăннă йăлапа килĕшÿллĕн уяв ялавне Шупашкар хулине пачĕç. Çапла вара VII Сабантуй тепĕр çул Чăваш Ен тĕп хулинче пулать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться