Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЫРАТНИНЕ ТУЙМА ПАМАççĕ

Район больницинче сипленсе тухнă чылай çын “Авангард” хаçат редакцине медицина ĕçченĕсене сипленĕшĕн, çĕнĕрен ура çине тăратнăшăн тав тума килет.

Травматологи уйрăмĕн специалисчĕсене те ăшă та ырă сăмахсем калакан сахалăн мар. Каталкăпа е костыльпе уйрăма кĕрекенсем киле утса тухса каяççĕ-çке. Хăш-пĕрисен сиплев курсĕ сахалах та мар. Шăмă хуçăлнине гипспа сыпăнтаракансен врач патне консультацие килтен те килсе çÿремех тивет. Ача-пăчаран пуçласа ватти таранах сипленеççĕ уйрăмра. Çитменнине тата хамăр районтан çеç мар. Уйрăм кÿршĕллĕ Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски район пациенчĕсене те йышăнать.

Травматологи уйрăмĕ иккĕмĕш хутра вырнаçнă. Уйрăма А. Петров ертсе пырать. Александр Геннадьевичăн ĕç стажĕ çителĕклех. Маларах травматолог Комсомольскинче ĕçленĕ.

А. Гаврилов та “сухаллă” специалист. 1976 çултанпа ĕçлет уйрăмра Александр Макарович. Ĕçе Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан пуçăннă. Шупашкарти пĕр больницăра интернатура ирттернĕ хыççăн яла таврăннă.

Çемье профессине малалла тăсакан ывăлĕ те кунтах. Интернатура хыççăн ĕçе пуçăннă. Çамрăк специалист пултарулăхне халех вырăна хурса хаклаççĕ аслисем. Александр Александрович ĕçре вăр-вар пулнине палăртаççĕ. Сиплев ĕçне тĕрĕс туса пынине çирĕплетеççĕ.

Коридорпа вара пĕр вĕçĕм медицина сестрисем утаççĕ. Врач палăртнă хушусене пурнăçламалла вĕсен. Операци сĕтелĕ пушах тăрасшăн мар. Ара, автотранспорт йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Çул урлă каçнă чухне вĕсенчен маларах ĕл-кĕресшĕн. Çын хăвăртлăхĕ техникăннинчен чылай сахалрах пулнине пĕртте шута хумастпăр. Вылянă чухне ал-урана сусăрлатакан та сахал мар.

Травматологи уйрăмĕнче сипленекенсем патне сахал мар çÿренĕ. Район центрĕнчи кивĕ больница чухнех ĕçлетчĕ кунта М. Еслюкова медицина сестри. Халĕ те. Коридорта каллĕ-маллĕ урине çĕре тивертмесĕр мĕн чухлĕ утать-ши вăл;

Т. Хуснетдиновăпа М.Хуснетдинова процедура, Р. Курякова операци, Р. Тимербулатова аслă, Э. Тазетдинова суран çыхакан, Л. Якушева тата ытти медицина сестрисен куçĕнчен сахал мар пулăшу ыйтса пăхнă пациентсем. Гиппократа тупа тунăскерсем вара чирлисене эмелпе те, сăмахпа та сиплеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться