Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чикĕ хуралçисен уявне паллă тунă

Ишлĕре чикĕ хуралçисен уявĕ ячĕпе савăнăçлă каç иртнĕ. Унта тĕрлĕ çулсенче çар хĕсметĕнче пулнă салтаксем пуçтарăннă, хăйсен вăхăтĕнчи çар пурнăçне аса илнĕ. Кашни çыннăн тĕрлĕрен иртнĕ вăл. Александр Федотов салтак тивĕçне сăртлă-туллă Афганистан çĕр-шывĕнче, Игорь Долгов Çурçĕр Кавказра пурнăçланă. Вăрçă кĕрленĕ вырăнта, паллах, салтак пурнăçĕ çăмăл пулман. Йывăр вăхăтсене аса илнĕ хыççăн вĕсем вăрçăра çамрăклăхне татнă юлташĕсене асăнса пĕр самант шăп тăнă.

Салтаксен тĕл пулăвĕнче В. Казеев аслă сержант чикĕ çарĕсен историйĕпе паллаштарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться