Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аксакал илем тăвать, вандалсем ăна пăсаççĕ

Тутар Сăкăтĕнчи С. Хуснетдинов эколог хăй вăйĕпе лартнă вăрман çулсеренех капăрланса пырать. Кунта тĕрлĕрен коллектив пуçтарăнса мероприяти те ирттерет, канать, ырă çыннăн ĕçĕпе савăнать. Анчах çакăншăн кĕвĕçекенсем пур иккен. Юлашки шăнкăрав каçхине Сиразетдин абыйăн вăрманне тирпейлесе, пăхса тăрса пулăшакансем кăвайт умĕнче канма тесе унта вутă илсе килсе хунă. Вандалсем, илеме пăсакансем вара вĕсенчен маларах ĕлкĕрнĕ. Картана çĕмĕрсе кĕнĕ те хатĕрленĕ вутăсене йăлтах кÿлле чăмтарнă. Пуçтахсем, паллах, пĕри те алă йĕрне хурса хăварман. Çапах та çакă çеç тĕлĕнтерет: пĕри ырă тунине теприн мĕншĕн усал тумалла-ха;



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться