Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасен ячĕпе, ачасемшĕн

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центр сахал тупăшлă çемьесенчи ачасемпе тĕрлĕрен спорт мероприятийĕ ирттернĕ, асфальт çинче “Яланах пултăр хĕвел” ятпа ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ.

Уява хутшăннисене çак савăнăçлă кун ячĕпе социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ф. Майорова саламланă, пурне те телейлĕ ачалăх суннă.

Юлашкинчен шашкăлла, дартсла выляса мала тухнисене, ÿкерессипе палăрнисене дипломсем панă, парнепе хавхалантарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться