Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç хаклавĕ – экзаменсем

Шутлă кунсем сисĕнмесĕр иртеççĕ. Шкулсенче халĕ хĕрÿ тапхăр. Вунпĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсен экзаменсем пуçланчĕç.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти вунпĕрмĕш класран кăçал 17 ача тухрĕ. П. Михайловпа А. Николаева вĕренÿ çулне “5” паллăсемпе çеç вĕçлерĕç. Тата саккăрăшĕн пĕлÿ шайĕ çÿлте. Анчах экзаменсем пĕрех пурне те шухăшлаттараççĕ.

Ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать шкул дирекцийĕ. “Вĕрентÿ” наци программипе килĕшÿллĕн кунта кашни кабинетах компьютерпа тивĕçтернĕ. Интерактивлă доска пур. 7 мультимедиапроекторпа усă кураççĕ. Физика, биологи, хими, вырăс чĕлхи, истори, ытти кабинетсенче вĕренÿре мĕн кирли – пурте пур. Интернет çыхăнăвĕ ĕçлет. Унпа математика, информатика кабинечĕсенче те усă курма пултараççĕ. Вунпĕр-мĕшсемпе тата тăххăрмĕшсемпе предметниксем электив курсĕсене илсе пыраççĕ. Математикăпа тата вырăс чĕлхипе эрнере виçшер кун консультаци иртнĕ. Хушма ĕçшĕн тÿлесси тарификаципе пырать. Ун çумне хавхалантарăвĕ хушăнать. Тăрăшни нихăçан та çухалмасть, иртнĕ çул пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсемпе районта лайăххисен шутĕнче пулчĕç. Пĕлÿ шайĕ кăçал та япăх пулмасса çирĕплетсех калаççĕ учительсем. Çакна тĕрĕслемелле ирттернĕ экзамен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене Шупашкарти диагностика центрĕнчен илсе килнĕ. Тепĕр ырă ĕçĕ те пур коллективăн. Шкулта вĕренекен вунпĕрмĕшсене Шăнкăртамра Мускав университечĕ вырăс чĕлхипе, математикăпа, физикăпа сăнавлă ирттернĕ экзаменсене явăçтарнă вĕсем. Ытларах балл пухнисем сертификатсене тивĕçнĕ. П. Михайловăн, А. Николаеван, А. Пагуновăн аттестат илсен унпа вĕренме кайма çăмăллăхĕ пурах.

Шкулта вĕренекенсене хушма професси илме май туса пани вырăнлă. Алла аттестат илнĕ кашни каччăпа хĕр аслă шкула çул тытаймасть-çке. Кунтах механизатор профессине те алла илме пулать. Занятисене Н. Айкин ирттерсе пынă. Техникăна хăнăхмалли услови пур шкулта. Дирекци вĕреннине практикăра çирĕплетме “Труд” кооперативпа килĕшÿ тунă. Хуçалăхăн паркĕ пуян. Ăста механизаторĕсем те çителĕклех. Туртăм пуррисем çуллахи каникул вăхăтĕнче комбайнер пулăшуçисем пулса ĕçленисем те пулнă.

– Электронлă шутлав техникин ĕмĕрĕ вĕçĕмсĕр çĕннине шырама, ĕçе кĕртме хистет. Шкулта ĕçлекен кашни педагогăн килĕнче компьютер пур, интернетпа çыхăнтарнă. Ачасене предмет кĕнекинчи пĕлĕве панисĕр пуçне унти базăпа та усă кураççĕ вĕсем. Хăйсен тавра курăмне анлăлатаççĕ. Иртнĕ çул 10 учитель аттестат витĕр тухнă. Пурин те пысăк баллсем пулчĕç. Пĕрремĕш категориллĕ вĕсем. Малашлăхра аслă категориллĕ пуласшăн, – каласа парать шкул директорĕ В. Платонова.

Вĕрентÿпе воспитани процесне кирлĕ пек пурнăçласа пыма условисем пур халь. Педагогсен ĕçне вара пĕрлĕхлĕ патшалăх тата ытти экзаменсен пĕтĕмлетĕвĕпе тепĕр хут хаклама пулĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2009
00:00
Поделиться