Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Улмисем йывăççинчен аякка ÿкмеççĕ

Виççĕмĕш чĕрĕке те “пиллĕк” паллăсемпе вĕçлерĕ Сăкăтри вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Оксана Лукьянова. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче те кĕнекене алăран ямарĕ. Вăтам шкула куçакан экзаменсене тытмалла-çке. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕн ятне ярас, ашшĕ-амăшĕн чысне çĕре ÿкерес килмест унăн.

Пиллĕкĕн çитĕнчĕç Лукьяновсен ăрăва малалла тăсакансем. Тăваттăшĕ пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Сергей çар службинче пулнă. Халĕ Шупашкарта ĕçлет. Светлана та тĕп хулара, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне кура ĕç тупнă. Андрей та çар тумне хывсанах ĕçе вырнаçрĕ. Çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе тимлесе тăрать. Аслисен тăрăшулăхĕ кĕçĕннисене те куçса пырать. Костя колледжра вĕреннĕччĕ. Илнĕ пĕлĕвĕ çителĕксĕррине кура университет филиалĕнче юридика факультетĕнче малалла ăс пухать. Екатеринбургри шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнче ĕçлет. Куç тулли савăнăç ачисенче. Кулянмалли-пăшăрханмаллисĕрех пулмасть çемьере. Анчах пурте пĕрле пуçтарăнса канашланă чухне ашшĕ-амăшĕн чунĕ хĕпĕртет. Аслисем кĕçĕннисене ăс параççĕ. Кирлĕ чухне хăйсен хÿтлĕхне илеççĕ. Пĕри çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Ачи те улттăра Светланăн.

– Çитĕнекен ăру пĕчĕкрех чухне çеç пÿрт тулли çемьеччĕ пирĕн. Хăш вăхăтра килтен тухса кайса пынине сисмерĕмĕр те. Шкул сакки çине ларсан класран класа куçнине çеç шутласа пытăмăр. Паян акă хăть виççĕшне харăс авлантар, – шÿтлерех калаçать пирĕнпе Тамара Васильевна.

Йышлă ачаллă çемьере ăрăва малалла тăсакансем ĕçе те хăнăхса ÿсеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх картиш тулли пулнă Лукьяновсен. Çĕр ĕçĕпе те тимлеççĕ. Хĕл каçма кирлĕ пахча çимĕçе килтех çитĕнтереççĕ. Сутса ал-ура çавăрмаллăх та акса-лартса ÿстереççĕ.

Пурнăçне хăйсен вăйĕпе йĕркелесе янă Тамара Васильевнăпа Валерий Осипович. Пĕрлешсе тĕп килте 2 çул пурăннă хыççăн уйрăлса тухса çурт-йĕр лартнă вĕсем. Йывăрлăхран хăраман. Мăшăрĕ “Красное знамя” ял хуçалăх кооперативĕнче водительте ĕçлерĕ. Хушнă ĕçрен нихăçан та пăрăнман вăл. Рейса кайманни те сайра пулнă. Ун чухне хуçалăхра хĕлĕн-çăвĕн ĕç тупăнсах тăнă. Çур акипе вăрлăх турттарнинчен пуçланă та акса-лартнине пуçтарса кĕртиччен уй-хиртен кĕмен. Хĕлле те ĕçсĕр ларман. Пÿрт хутма вутă, çĕр кăмрăкĕ турттармалла пулнă. Ял халăхĕ çурт лартма йывăç кăларнă тата ытти те. Халĕ те ĕçсĕр мар.

Тамара вара суту-илÿ ĕçне кăмăлланă. Ялти шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илни çинчен аттестатлă пулнă хыççăн Патăрьелĕнчи райпо çумĕнче сутуçăсене хатĕрлекен курса çÿренĕ. Ун хыççăн тÿрех универмага ĕçе вырнаçнă. 15 çул çÿренĕ ялтан Патăрьелне. Ун чухне хальхи пек тÿрĕрен çул пулман. Ялтан та автобус килмен. Ял çумĕнчи çул çине çуран тухнă. Унтан автобус кĕтнĕ. Каçхине те киле кайма меллĕ пулман. Универмагра 19 сехетчен ĕçлеме тÿр килнĕ. Юрать пĕрле ĕçлекенсем ăнланнă. Н. Кадушкинăпа Л. Портнова хĕре иртерех те киле яни сахал мар пулнă. Ĕçе хăнăхтаракансене паян та ырăпа аса илет Тамара. Хальхи вăхăтра вăл ялти лавккара сутуçăра. Таварне вара ял хуçалăх кооперативĕ турттарать. Апат-çимĕç те, промышленность таварĕ те пур кунта. Кооперативра вăй хуракансем ыйтнипе тĕрлине турттараççĕ. Çи-пуç, вырăн таврашĕ, тумтир, кĕпе çумалли машина таранчченех пур. Укçан туянмаççĕ. Ĕç укçинчен тытса юлмалла илеççĕ. Çакă лайăх.

Ĕçчен те тăрăшуллă çемье Лукьяновсен. Ашшĕ-амăшĕн çак енсем пуртан ачисене çапла пăхса ÿстереççĕ вĕсем. Йышлă çемьере аслисенчен кура кĕçĕннисем те çакна хăнăхаççĕ. Вĕсем пирки Сăкăт ял тăрăхĕн специалисчĕсем те лайăххине сахал мар каларĕç. Эх, пурин те çапла пулсанччĕ. Яла тымар яракансене ырламалла. Пурнăç условийĕ хуларипе танлашса пырать. Çурт хутăнать, сивĕ, вĕри шыв кранран юхмалла тума пулать, çулсем лайăх. Ача сачĕсем пур. Шкулсем ялтах. Ĕç пур. Мĕнрен япăх пурăнатпăр, шăпах çакна Лукьяновсен тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать ĕнтĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2009
00:00
Поделиться