Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саккун таксистшăн та пур

Патăрьел районĕн территорийĕнче пассажирсене такси меслечĕпе илсе çÿресси юлашки çулсенче хăвăрт аталанать. Хальхи вăхăтра таксин 3 диспетчер служби ĕçлет. Уйрăм çын таксистсем те чылай.

Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн тата халăх ыйтнине тĕпе хурса, Патăрьел районĕн прокуратури Раççей налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕпе пĕрле Патăрьелĕнчи такси тивĕçтерĕвĕ саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Кунта, паллах, уйрăм çын таксистсене предприниматель пек регистрацилессине те шута илчĕç. Хальлĕхе ку енĕпе çитменлĕхсем, саккуна пăснисем чылай. Уйрăм çынсем такси паллисĕр çÿреççĕ, вĕсен налук органĕсенче регистрациленес кăмăлĕ те çук. Таксист ĕçне хăйсем тĕллĕн пурнăçлакан çамрăксем малашлăх çинчен шухăшламаççĕ, мĕншĕн тесен кун пек чухне Пенси фондне укçа куçмасть. Çавна пула вĕсен ватăлсан базăллă пенсие çеç илес хăрушлăх пур.

Уйрăм çын предприниматель ĕçне регистрациленмесĕр туса пыни Раççей Федерацийĕн Административлă правăсен кодексĕн 1-мĕш пайĕн 14.1-мĕш статйипе килĕшÿллĕн право йĕркине пăсни пулать.

Тĕрĕслев итогĕсемпе регистрациленмесĕр ĕçлекен 12 таксист пирки административлă ĕç пуçарнă. Такси службисене, уйрăм çынсене тĕрĕслессине малашне те туса пырăпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2009
00:00
Поделиться