Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пухăннă укçана – шкула аталантарма

Çак кунсенче Тутар Сăкăтĕнче вуннăмĕш класра вĕренекенсем тăван шкула хăйсенчен пысăк мар парне тунă. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ умĕнче Т. Миннулинăн “Сăмса тутри” спектакльне лартса панă, унта пуçтарăннă укçана шкула аталантарма янă. Куракансем тĕп сăнарсене калăпланă Н. Насретдиновăна, Р. Абянова, Д. Хайбулловăна, А. Хайбуллова питĕ ăшшăн, тăвăллăн алă çупса йышăннă.

Ял халăхне, ашшĕ-амăшне пысăк савăнăç кÿнĕшĕн спектакле лартакан Г. Айзатулловăна тав сăмахĕ каланă, сцена çинче тата ытларах çитĕнÿ, ăнăçу тума ырă суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2009
00:00
Поделиться