Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мĕн ĕçлени çителĕксĕр-ха

Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта преступлени тунине хирĕç кĕрешес, право йĕркипе хăрушсăрлăха çирĕплетес, право йĕркине пăснинчен асăрхаттарас енĕпе малалла тăрăшнă. Çавна май вăрласси чакнă, хăратса çаратасси, вут тĕртесси, хулиганла ĕç тăвасси, транспорт хатĕрĕсене вăрласси, суя укçа тăвасси пулман. Йывăр тата питĕ йывăр преступленисене пурне те уçса панă.

Виçĕ уйăхра 104 преступление шута илнĕ е пĕлтĕрхинчен 15 тĕслĕх ытларах. Вĕсене уçса парасси 97, 4 процента çитнĕ. Анчах криминаллă милици енĕпе кăтарту начартарах. Обществăллă хăрушсăрлăх милици енĕпе уçса парасси 100 процентпа танлашнă. Преступленисен шутĕнче вăрласси тата хĕнесси пысăк шайра-ха.

Шалĕçпайĕ профилактика ирттерекен тытăмăн пĕр пайĕ пулса ытти компетентлă органсемпе пĕрле преступленисем тăвасран асăрхаттару ĕçĕсене тимлĕрех пăхма тăрăшнă. Çавна май халăх дружинипе çыхăнăва малалла çирĕплетнĕ. Районта халĕ 259 дружинник шутланать. Пĕрлехи планпа вĕсемпе рейдсем ирттеретпĕр.

Çын вĕлересси ÿснине пула этем пурнăçĕпе сывлăхĕ çине тапăнма хăтланнине сирессине тĕп вырăна хунă. РФ Уголовнăй Кодексĕн 115-мĕшпе 116-мĕш статйисемпе хаклакан 20 преступление тупса палăртнă. Çав вăхăтра вĕлерессипе хăратнă преступленисене тупса палăртассине япăхлатнă.

Рецидивлă преступленисенчен асăрхаттарас ĕç тивĕçлипе пулса пыман. Ун пеккисем икĕ хут ÿснĕ. Урамсенче, обществăллă вырăнсенче преступлени нумайрах тунă. Çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесе административлă право йĕркисене пăснине тупса палăртас енĕпе активлăрах ĕçлеме тытăннă. Çак кăтарту 28 процент ÿснĕ е 2782 çынна административлă явап тыттарнă. Ку шутра обществăллă вырăнсенче ÿсĕр çÿрени нумай. Тирпей-илемшĕн явап тыттарасси сахалланни вара ырă тĕслĕх. Административлă право йĕркине пăснăшăн 529.380 тенкĕ штраф хунă.

Экономикăри преступленисене тупса палăртассипе ăнăçлăрах ĕçленĕ. Виçĕ уйăхра ку кăтарту 38 тĕслĕх пулнă, пĕлтĕр – 25. Кун йышши преступленисенчен ытларахăшĕ – электроэнерги вăрлани.

Çулсем çинче лару-тăру кăткăсланчĕ. Пурĕ 9 авари пулнă, пĕлтĕр – 4. Вĕсенче 8 çын аманнă, 6 çын вилнĕ. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăк. ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр правилисене пăснăшăн 2089 çынна тытса чарнă, пĕлтĕр – 1375 çынна.

Райшалĕçпайĕнче преступленисем çинчен хыпарланă 428 пĕлтерĕве шута илнĕ. Вĕсем тăрăх 93 уголовлă ĕç пуçарнă, ыттисене тĕрлĕ çĕре ярса панă. Пулни-иртни çинчен пĕлтернисене çийĕнчех хурав парассипе малашне тата ытларах ĕçлемелле-ха.

“Шырав” ушкăн виçĕ уйăхра 9 преступника тытса чарнă, 9 преступление, унчченхи 5 преступление уçса панă.

Райшалĕçпайĕ туса ирттерекен ĕçсем паянхи кун ыйтнине тивĕçтереççĕ тесе калама çук. Çавăнпа та малашне тата нумайрах вăй хумалла. Асăрхаттару мероприятийĕсен эффективлăхне ÿстерессипе уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2009
00:00
Поделиться