Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш чĕлхин кунне пĕтĕмлетнĕ

Тĕп хуламăрти ачасемпе çамрăксен пултарулăх Керменĕнче Чăваш чĕлхин кунне халалланă мероприятисене пĕтĕмлетнĕ. Пысăк чыслава районти учительсемпе ачасен делегацийĕ те хутшăннă. Кунта республикăра чăваш чĕлхипе иртнĕ конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерÿçисене дипломсем парса хавхалантарнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Краснова – регионсем хушшинче чăваш чĕлхипе литература конкурс призерĕ. Вăл 2 степеньлĕ диплом илме тивĕçнĕ. Районти 20 вĕренекен “Чĕвĕлти чĕкеç” вăйă-конкурс призерĕсем. Пилĕк ача 1-мĕш, тăваттăшĕ 2, вунпĕрĕшĕ 3 степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ.

“Туслăх хĕлхемĕ” конкурсра “Çеçпĕл Мишши – чăваш поэзийĕн классикĕ” презентацишĕн К. Овечкина 3 степеньлĕ диплом илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2009
00:00
Поделиться