Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи ырăлăх эрнине хутшăнса

“Çурхи ырăлăх эрни” акцие хутшăнса районта тĕрлĕрен мероприяти иртет. Унта уйрăмах шкул коллективĕсем хастар хутшăнаççĕ. Акă, сăмахран, «Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» муниципаллă вĕрентÿ учрежденинче çак ятпа плакатсен конкурсне йĕркеленĕ. Питĕ хастар хутшăннă унта вĕренекенсем. Сăрă ăстисем ÿкерчĕксенче хăйсен тавра-курăмне, ăс-тăн аталанăвне кăтартнă. Çапах та тăххăрмĕш класри Л. Ильясован плакатне комисси членĕсем чи тарăн шухăшли тесе хак панă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта М. Хамбиков, виççĕмĕшĕнче Л. Калайбашева.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2009
00:00
Поделиться