Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялсем малаллах аталанĕç

Чăваш Республикинче Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ, Раççейре Çамрăксен çулталăкĕ пынă май, республикăра Интернет-конференци ирттерчĕç. Унăн теми: “Ялти çамрăксен чи çивĕч ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ”. Интернет-конференцире тÿрремĕнех Патăрьел, Йĕпреç, Муркаш, Елчĕк районĕсем çыхăнчĕç.

Патăрьел районĕнчен унта район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, район пуçлăхĕн çумĕ – АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, 19 ял тăрăхĕнчи Çамрăксен канашĕсен ертÿçисем, 19 Президент стипендиачĕ, ял хуçалăхĕнчи çамрăк специалистсем, предпринимательсем, механизаторсем, 7-мĕш профучилищĕре вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Интернет-конференцире малтанах Патăрьел районне сăмах пачĕç. Калаçу “Ялта çамрăк специалистсем кирлĕ-и;” текен ыйтуран пуçланчĕ. Ăна М. Калмыков хуравларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх районти ял хуçалăхĕнче 1500-е яхăн çын вăй хурать, вăл шутра 30 çул тултарман çамрăксем 65 çеç. Паянхи куна ял хуçалăх предприятийĕсенче 37 специалист тата рабочи валли ĕç вырăнĕ пур. Анчах та çамрăксене шалу тивĕçтермест.

Калаçăва малалла “Исток” çĕр ĕç фирмин çамрăк ертÿçи А. Илюткин тăсрĕ. Вăл хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ял сăн-сăпачĕ улшăннине, ку чухнехи техникăпа технологисене ĕçе кĕртнине, çитĕнÿсене асăнчĕ. Çавăн пекех çамрăксене шанмаллине палăртрĕ. Хавхалантарăвĕ те кирлех. Хальхи вăхăтра хуçалăхра вăтам ĕç укçи 7-8 пин тенкĕпе танлашать. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн кунта икĕ специалиста хваттер панă, пĕр çамрăк специалист Президент стипендине тивĕçнĕ.

Унтан “Азирра” кооперативăн тĕп бухгалтерĕ, çамрăк специ-алист, Президент стипендиачĕ Д. Абдулвалеева сăмах илчĕ. Вăл хăйĕн çамрăк çемйи выльăх вити тума тата ăратлă выльăх туянма икĕ кредит илни çинчен, малалла ĕçе мĕнле йĕркелени пирки каласа пачĕ. Унтан ЧР Ял хуçалăх министрĕнчен М. Игнатьевран çапла ыйтрĕ: “Килти хушма хуçалăха аталантарас ĕçе малалла та туса пырĕç-ши;” Министр хуравĕ пурне те кăмăла кайрĕ, хавхалану кÿчĕ: “Ялта пурăнаканăн хăрама кирлĕ мар. Кредитсем парасси малалла та пулса пырать. Камăн илес кăмăл пур “Россельхозбанкăн” е Перекет банкĕн уйрăмĕсене çеç каймалла”.

Интернет-конференцие хутшăннисем ытти ыйтусене те тулли тата кăмăллă хурав илчĕç. Ялсем малалла аталанччăр тесен çамрăксен алли кирлине ăнланчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 апреля 2009
00:00
Поделиться