Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уçă урока лайăх хак панă

Учительсен професси ăсталăхне ÿстерес, квалификацине пысăклатас, вĕрентÿн çĕнĕ методикипе анлă усă курса ачасене тарăн пĕлÿ пама хăнăхтарас тĕллевпе районти шкулсенче час-часах тĕрлĕрен предметпа учительсен уçă урокĕсем иртеççĕ. Çак кунсенче, сăмахран, Хирти Пикшикри шкулта районти биологипе хими предмечĕсене вĕрентекенсем пуçтарăннă. Чăн малтанах вĕсем И. Пестрова учительницăн уçă урокне итлесе лайăх хак панă, пĕр-пĕрин ĕç опычĕ пирки каласа панă, шкул музейĕпе паллашнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 апреля 2009
00:00
Поделиться