Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеш Америкăра палăрчĕ

Çак кунсенче хаваслă хыпар пĕлтĕмĕр: Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи Солт-Лейк-Сити хулинче марафонецсен черетлĕ ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 42 километр та 195 метра 2 сехет те 47 минут та 49 секундра чупса тухса чăваш спортсменки Олимпиада чемпионкин Валентина Егорован воспитанници Надежда Туптова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл иккĕмĕш вырăна тухнă спортсменкăна пилĕк минут ытларах кая тăратса хăварнă.

Надежда Туптова – пирĕн ентеш. Вăл Аслă Чеменре çуралса ÿснĕ. Г. Медведев физкультура учителĕ пулăшнипе ялти вăтам шкултах спорт çулĕ çине тăнă. Акă мĕнле аса илет ун пирки Гаврил Федорович Медведев:

– Надежда 1987 çулта спортпа кăсăкланма тытăнчĕ. Кĕске, вăтам, вăрăм дистанцисенче лайăх тĕслĕх кăтартатчĕ. Конькипе те, йĕлтĕрпе те хаваспах ăмăртнă. Районти ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Унсăр пуçне курăк çинчи хоккея юрататчĕ. Ку енĕпе шкул команди 1989 çулта Волго-Донскра Раççей чемпионатне, 1990 çулта зонăри ăмăртăва хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илчĕ. Командăра Надя Туптова та вылярĕ, – тет вăл.

1993 çулта Н. Туптова шкулти икĕ юлташĕпе пĕрле Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренме пуçланă. Каярах Олимп резервĕсен училищине, Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Çав вăхăтра спортри ăсталăхне туптанă, чылай ăмăртусене хутшăнса лайăх кăтартусем тунă.

Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула Надежда пĕр вăхăт пысăк спортран уйрăлнă. Чи малтанхи тренерĕ Г. Медведев унпа тĕл пулса спорт пирки сăмах хускатсан, хăйне хăй тепĕр хут алла илсе, çĕнĕ хавхаланусемпе пысăк спорта тепĕр хут пырса кĕнĕ.

Юлашки икĕ çул хушшинче тĕлĕнмелле çитĕнÿсем тума та ĕлкĕрчĕ Н. Туптова. Иртнĕ сезонра вăл Лас-Вегасра пулнă марафон ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Унсăр пуçне унăн Майамире çĕнсе илнĕ “кĕмĕл” те пур. Сăмах май каласан, марафон спортăн чи йывăр енĕсенчен пĕри.

Надежда Туптована ра-йон, республика, Раççей чысне малашне тата çÿле çĕклеме çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 апреля 2009
00:00
Поделиться