Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăрусен çыхăнăвĕшĕн

Алексей Филиппович Талвир пултарулăхне сума суса унăн пултарулăх каçĕсене çыравçăн тăван кĕтесĕнче, Патăрьелĕнче кăна мар, республика шайĕнче те паллă турĕç. Пуш уйăхĕнче Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Алексей Филипповича халалланă курав ĕçлерĕ, асăну каçĕ иртрĕ.

Асăну каçне çыравçа лайăх пĕлнĕ сăмах ăстисем, тĕпчевçĕсем, Алексей Филипповичăн тăван шăллĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, студентсем – пĕтĕмлетсе каласан Юхмапа Пăла тăрăхĕн çыравçин пултарулăхне хисеплекенсем хутшăнчĕç. Уйрăмах И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн студенчĕсем йышлă пулни, вĕсем паллă çыравçăн хайлавĕсене лайăх пĕлни савăнтарчĕ. Çавăнпа та вĕсен вĕрентекенĕсенчен А.И. Мефодьевпа Н.Н. Осипов доцентсенчен паянхи аслă шкул студенчĕсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăмăр. Тĕпчевçĕсем хаваспах калаçма килĕшрĕç. Сăмах май А.И. Мефодьевпа Н.Н. Осипов иккĕшĕ те Патăрьел тăрăхĕнчен (Еншикпе Çăл Атăк ялĕсенчен), филологи наукисен кандидачĕсем, чылай çул педагогика университетĕнче студентсене чăваш литературин историне вĕрентеççĕ.

– Литература музейĕ ирттерекен писательсен пултарулăх, асăну, каçĕсене педуниверситетри студентсем яланах çакăн пек йышлă хутшăнаççĕ-и;

– Педуниверситетри чăваш филологи факультечĕн студен-чĕсем вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн литература музейĕ, наци библиотеки ирттерекен мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ. Студентсем çакăн евĕр каçсемпе ларусенче университетра илнĕ теори ыйтăвĕсене ĕçпе çирĕплетме пултараççĕ. Сăмах май каласан, пирĕн студентсем практикăра шкулта кăна мар, музейсенче те пулаççĕ. Эппин, вĕренсе тухсан музейра ĕçлеме те хăнăху илеççĕ.

– Хăвăр факультетпа кĕскен паллаштарсамăр.

– Чăваш филологи факультечĕ вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн 12 факультетĕнчен уйрăмах хисепре тăракан тытăмĕ. Унăн историйĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен пуçланать. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентÿçисене чи малтан çавăнта хатĕрлеме тытăннă. Çавăнпах ĕнтĕ факультет паянхи кун И.Я. Яковлев педагог-çутавçăн ĕç-хĕлне, унăн вĕренÿпе воспитанинчи эткерне малалла тăсакан чи сумлă тытăмсен шутĕнче.

– Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен чылайăн вĕренеççĕ–и сирĕн факультетра; Юлашки çулсенче педуниверситетсенче хушма специальность та алла илме май пур тенине илтме пулать...

– Патăрьел çĕрĕ çĕр-шыва нумай пултаруллă çын, сăмах ăсти парнеленĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕнчипех паллă поэт-писательсем пулса тăчĕç. Тĕрлĕ çулсенче кунта чăваш халăх поэчĕ В.Давыдов-Анатри, халăх писателĕ Юхма Мишши, паллă çыравçăсем И.Тенюшев, В.Игнатьев тата ыттисем те пĕлÿ пухнă. Чăваш уйрăмне вĕренсе пĕтернисенчен нумайăшĕ хаçат-журнал редакцийĕсенче, культура учреждени-йĕсенче ĕçлет.

Хальхи вăхăтра чăваш филологи факультетĕнче кăнтăрлахи уйрăмра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 14 хĕрпе каччă вĕренет. Тепĕр çавăн чухлĕ куçăмсăр майпа пĕлÿ илет. Вĕсем патшалăх шучĕпе, тÿлевсĕр вĕренеççĕ. Вĕренÿре пурте тенĕ пекех “4” тата “5” паллăпа ĕлкĕрсе пыраççĕ, уйăхсерен стипенди илеççĕ. Унăн виçи çав териех пысăк мар пулин те (1300-тен пуçласа 1900 тенкĕ таран, вĕреннĕ тăрăх) ялтан килнĕ çамрăксемшĕн вăл та паха.

Юлашки çулсенче чăнах та педуниверситетра тÿрех икĕ специальность алла илме пулать. Кăнтăрлахи уйрăмра студентсем “чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури”, “чăваш чĕлхипе литератури тата ют çĕр-шыв чĕлхи”, куçăмсăр уйрăмра “чăваш чĕлхипе литератури тата практика журналистики” специальноçсене вĕренеççĕ.

– Юлашки çулсенче аслă шкула вĕренме кĕмелли йĕрке улшăнсах тăрать. Чăваш филологи факультетне вĕренме кĕмелли йĕрке пирки те пĕр ик сăмах каласа хăвармăр-ши;

– Чăваш филологи факультечĕн кăнтăрлахи уйрăмне çулсеренех 40 çын, куçăмсăр уйрăмне 25 çын вĕренме илеççĕ. Чăваш филологи факультетне вĕренме кĕрес текенсенчен çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен заявлени йышăнаççĕ. Вĕренме кĕрес текенсен заявленипе пĕрле аттестат (е копи), ППЭ тытнине ĕнентерекен сертификат (е копи) пулмалла. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнчен экзаменсем пуçланаççĕ.

“Тăван чĕлхепе литература тата вырăс чĕлхипе литератури” специальноçсемпе вĕренме кĕрес текенсен çакăн пек экзаменсем тытмалла: чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, университетра тытаççĕ), вырăс чĕлхи (ППЭ), вырăс литератури (ППЭ). “Тăван чĕлхепе литератури тата ют чĕлхе” (акăлчан е нимĕç) специальноçсемпе вĕренме кĕрес текенсен вара: чăваш чĕлхипе литератури (сочинении, университетра тытаççĕ), вырăс чĕлхи (ППЭ), вырăс литератури (ППЭ) тата ют чĕлхе тестировани (университетра).

Куçăмсăр уйрăма кĕрес текенсен те пĕр вăхăтрах экзаменсем пулаççĕ. Вĕсен “чăваш чĕлхипе литератури тата практика журналистики” специальноçпа вĕренме кĕрес тесен чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, университетра тытаççĕ), вырăс чĕлхи (ППЭ), вырăс литератури (тестировани, университетра тытаççĕ) ППЭ мар.

– Ĕлĕк студентсене общежитисенче тÿлевсĕрех пурăнтаратчĕç. Халĕ ялтан килнĕ студент валли пурăнмалли, вĕренмелли условисем еплерех;

– Ялтан килнĕ çамрăксене университет хăтлă общежитисене вырнаçтарать. Унта пурăннăшăн укçа пачах тÿлемеççĕ тесен те йăнăш мар. Çавăн пекех педуниверситетра студентсен “Ĕмĕт” санатори профилактори пур. Унта вĕренÿрен пăрăнмасăр кашни студентах çулталăкра пĕр хут тÿлевсĕрех сипленме пултарать. Факультет çамрăкĕсем пултарулăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Кунта студентсен фольклор ушкăнĕ, ташă ушкăнĕ пур. Студентсем “Чăвашлăх вучахĕ” хаçат кăларса тăраççĕ. Унта хăйсен пурнăçĕпе туллин паллаштараççĕ. Факультетра “Хунав” литература пĕрлешĕвĕ ĕçлет.

– Маларах эсир Патăрьел районĕнчен студентсем чылай пулнине каларăр. Вĕсемпе кĕскен те пулин паллаштарсамăр, хăш шкулсенче пĕлÿ илнĕ-ха вĕсем;

– Турханпа (Э. Кириллова, И. Ершова, В. Гаврилова, А. Петрова) Пăлапуç Пашьел (М. Матюшкина, А. Николаева, С. Хомуткина, И. Ухримова) шкулĕсенче вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăксем вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Г.Айхи ячĕллĕ Çĕньялти вăтам шкултан (Л. Маркова, А. Семенов, Л. Живова, М. Мурзукова, А. Сердюков) килнĕ çамрăксем нумай енлĕ пултарулăхпа палăрса тăраççĕ. Сăмахран, Л. Маркова вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне факультетра пулса иртекен пĕр мероприятирен те юлмасть. Уйрăмах çулсерен иртекен “Студентсен çуркунни” уява хастар хутшăнать. Çавăн пекех Первомайскипе Аслă Чемен шкулĕсенчен килнĕ çамрăксем те (О. Иванова А. Карзакова) тăрăшса вĕренни савăнтарать. Мухтавлă ентешĕсен Г.Айхин, Митта Ваçлейĕн, Алексей Талвирăн, В.Давыдов-Анатрин, Юхма Мишшин, И.Тенюшевăн, В.Игнатьевăн ячĕсене çÿлте тытаççĕ, вĕсен ĕçне малалла аталантарма тăрăшаççĕ.

– Калаçушăн тавах. Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитании парас ĕçре ăнăçу сире.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 апреля 2009
00:00
Поделиться