Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтак çырнă çырусем

 

Аслă Чемен хĕрарăмĕ, кукамай, 90 çул тултарса вилнĕскер, мĕн çĕре кĕричченех, аслă ачине, Ивана, салтакран килессе кĕтсе пурăнчĕ. Ара, хыпарсăр çухалнисем хушшинче те киле таврăннисем тĕл пулнă-çке-ха. Фанер чăматанне час-часах уçса Иван куккан япалисене: хитре хĕрлĕ пурçăн шарфне, кĕписене, шăлаварĕсене тыта-тыта йĕретчĕ.

Кукамайăн ачи йышлă пулнă: 11 ача çуратса, 8-не çитĕнтернĕ. Иван кукка асли пулнă май кил-таврашĕнчи пĕр ĕçрен те ютшăнман. Унтан та ытларах кукамай хăйне вăрçатчĕ, ÿкĕнетчĕ вăл ыйтнине тивĕçтерменшĕн. Ывăлĕ салтака каиччен авланса хăварасшăн пулнă, анчах вăл ăна ирĕк паман.

– Хамăн та алăра чĕчĕ ачи пурччĕ, вăтантăм, çавăнпа хирĕçлерĕм, – тетчĕ ун пирки кукамай. Иван ял хĕрне, Хапсур Чĕкеçне, кăмăлланă иккен.

Салтакран ярса панă пĕр сăн ÿкерчĕкĕ çинче виççĕн лараççĕ: Кашкăр Çитăрĕ, Иван кукка, тепри Канаш районĕнчи Васильев. Кашкăр Çитăрĕ те Аслă Чемен ачиех, шел вăл та каялла таврăнайман. Виççĕмĕшĕн шăпипе кăсăкланма каярах юлтăмăр пулĕ ĕнтĕ. Вĕсем Хĕвеланăç Белоруссинчи Белосток районĕнчи Осовец хули патĕнче хĕсметре тăнă.

Малалла эпĕ куккан пĕртен-пĕр сыхланса юлнă çырăвĕпе паллаштарасшăн.

А.ФРОЛОВ.

«Ырă кун, ырă сехет!

1940 çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕш кунĕнче çыратăп. Атте-анне, йăмăксем сире пурсăра та хĕрÿллĕ салам...

Эпĕ паян сиртен çыру илсе вуларăм, хыпарсемпе паллашрăм. Хам чиперех, сывлăх енчен те аванах. Нимĕнле улшăну та çук. Атте салтак пурнăçне лайăх чухлатăн ĕнтĕ.

Самана пĕр майлă тăрсан тата сывлăх пулсан çитес кĕркунне киле таврăнатăп. Эсир ман çинчен ан шухăшлăр. Халĕ салтакран кивĕ тумтирсемпе ăсатаççĕ. Киле таврăнсан ăна та военкомата памалла. Çакăн пек ĕнтĕ пирĕн хальхи вăхăтри телей. Çырăва илсе вуласан çак адреспах çырăр.

Икĕ-виçĕ сăмах тата Марьене çырасшăн. Марье, мĕншĕн эсĕ кăçалхи улах çинчен пĕр сăмах та çырса пĕлтермен. Çамрăксен хыпарĕсене пĕлес килет.

Манăн сăмах вĕçленсе çитрĕ. Сывă пулăр.

Круня, эсĕ лайăх вĕрен. Сана учительница тăвăпăр. Адрес çавах.

Иван Петрович Фролов».


 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 апреля 2009
00:00
Поделиться