Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Раççей шайĕнче палăрнă

Шупашкарти пиллĕкмĕш гимназинче шкул çулне çитменнисемпе кĕçĕн классенче вĕренекенсен тĕпчев ĕçĕпе творчество проекчĕсен “Эпĕ – тĕпчевçĕ” Раççей шайĕнчи регионти конкурсĕ иртнĕ. Унта 10 çула çитичченхи ачасем хутшăннă. Çамрăк тĕпчевçĕсем хăйсен шухăшĕсене палăртса вĕсене пурнăçа кĕртмелли майсене кăтартнă. 450-шĕнчен финала 100-шне кĕртнĕ. Алманчăри вăтам шкулти иккĕмĕш класра вĕренекен Н. Никитин “Вăхăт машини” ĕçе хÿтĕленĕ. “Физика тата техника” секцинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ачана ĕçе явăçтараканĕ – И. Фомина учительница.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 апреля 2009
00:00
Поделиться