Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Нăрваш Шăхальсем – пирус туртакансене хирĕç

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре “Пируссăр Раççей” обществăлла проекта ырласа тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ. Нумай пулмасть çеç “Чувашия” фонд тата республикăри Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви “Пируссăр Чăваш Ен” форум ирттернĕ. Çак юхăм чăн малтанах çамрăксене тĕрĕс çул çине тăратассипе, сиенлĕ йăласене пăрахăçлассипе çыхăннă.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăх администрацийĕн, культура, учреждени работникĕсем, сăмахран, пурте çак сиенлĕ йăлана хирĕç. Вĕсем хушшинче пирус туртакан çук. Ял тăрăх пуçлăхĕн пуçарăвĕпе кунта кашни кĕçнерникун Сывлăх кунне йĕркелеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 апреля 2009
00:00
Поделиться