Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăрушсăрлăх тĕп вырăнта пултăр

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ватă, хÿтлĕхсĕр юлнă çынсем пурăнакан учрежденисенче тĕрлĕрен сăлтавпа пушар тухса инкек кăтартни пирки час-часах çыраççĕ, калаççĕ. Ваттисен çурчĕсенче, интернатсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пушшех те çирĕп пăхăнмалла. Çак тĕллевпе район прокуратури пушар хуралĕн тата шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе районти виçĕ ваттисен çуртĕнче тата Турханти психоневрологи интернатĕнче пулса хăрушсăрлăха мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕ.

Тĕрĕсленĕ ваттисен çурчĕсенче пуринче те кашни çулах пушар хăрушсăрлăх мероприятийĕсене пурнăçласа пыраççĕ. Ватăсем пурăнакан çуртсем строительство нормипе килĕшсе тăраççĕ, авариллĕ çуртсем çук. Çапах та пĕрлехи тĕрĕслев пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă чылай çитменлĕхсене те тупса палăртрĕ. Виçĕ ваттисен çурчĕсенче те палатăсенче пушар çинчен систерекен автономлă хатĕрсем çук.

Турханти психоневрологи интернатĕнче паян 237 çын пурăнать. Административлă çуртпа пурăнмалли корпуссем икĕ хутлă, кирпĕчрен, маччисем тимĕр бетонран. Авариллĕ çурт çук.

2008 çулта учрежденине финанспа ăнăçлă тивĕçтернĕ, 13085 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл шутра 95, 8 пин тенкĕ пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама. Ку тĕлĕшпе кăçал та çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.

Тĕрĕслев интернатра та пушарпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтăва туса çитерейменнине кăтартрĕ. Склад тата производство çурчĕсен алăкĕсем çинче пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă паллăсем çук, ылмаштармалли юсавсăр электророзеткăсем пур, административлă корпусра мачча çине хăпармалли люка çăрапа питĕрмен тата ытти те.

Пĕрлехи рейд итогĕпе район прокуратури РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 20.4 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманшăн виçĕ административлă ĕç пуçарнă, пушар надзорĕ енĕпе 2 ĕç, 3 представлени çырнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 апреля 2009
00:00
Поделиться