Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш хĕрĕсем ĕçĕнчен паллă

Чăвашăн маттур та ĕçчен хĕрарăмне сăнлакан палăка республикăра пĕрре мар, кашни ялта лартсан та нумай пулмĕ. Унăн чăтăмлăхĕнчен, пултарулăхĕнчен хуть кам та тĕлĕнĕ. Хуйхă-и, йывăрлăх-и – куççульне çăтса, шăлне çыртса малалла талпăнать. Ку арçыннăн, ку хĕрарăмăн ĕçĕ тесе те тăмасть, вăй çитнине тăвать. Çавăн пек маттур, пуçа усман хĕрарăмсенчен пĕри Первомайскинче пурăнать, фермăра тăрăшать. Сăмахăм ман Ольга Ильинична Шайдукова пирки. Вăтам пÿ-силлĕ, хитре те кăмăллă сăн-сăпатлă хĕрарăма курсан тÿрех: “17-18 çулта чухне миçе каччă чĕрине çунтарнă-ши;” текен шухăш çуралать. Калаçнă чухне тирпейлĕх, чăвашла именчĕклĕх, сăпайлăх палăрать.

– Эпир аттепе аннен саккăрăн. Сител ялĕнче, 1963 çулхи майăн саккăрмĕшĕнче кун çути курнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, хăвна шаннине тÿрре кăларма вĕрентнĕ пире. Шел, кун çути парнелекенсем пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Надя йăмăкпа фермăра пĕрле ĕçлетпĕр, ĕне сунă çĕрте. Света Туçара пурăнать, унти вĕрентÿ центрĕнче вăй хурать. Ыттисем тĕрлĕ хулара тĕпленнĕ.

Пăянамăшĕпе кинĕн тăпри пĕр, теççĕ. Ольга Ильиничнăна ку каларăш тÿрремĕнех пырса тивет. Ара, вăл мăшăрĕн амăшĕ 29 çул фермăналла такăрлатнă сукмака курăк пусма паман, хăй малалла ун вырăнне ĕçлеме тытăннă.

– Кинпе ывăл пĕр вăхăт Украинăра пурăнчĕç. Унтан килсессĕн кин тÿрех ман пата пычĕ, эпĕ сăвакан ĕнесене йышăнчĕ. Ăçта мĕн тумаллисене кăтартса хăвартăм.

– Пĕрремĕш хут фермăна кĕрсен мĕн туйрăр; – ыйтатăп Ольга Ильиничнăран.

– Малтанах хам тĕллĕн фермăна пырса кĕрсен хăраса кайрăм. Пулăшмалла та çÿресе курман-çке. Дояркăсем ĕнисене ячĕсенчен пĕлеççĕ, хăйсенне тÿрех палласа илеççĕ. Маншăн – пурте пĕр тĕслĕ, пĕр ятлă. Уçăлтарма илсе тухсан каялла кĕртнĕ чухне мĕнле пĕлмелле, хăшне ăçта кăкармалла; Ун чухне дояркăсем кăна вуннăнччĕ, пурте аслă çултисем. Мана, чи çамрăккине, нумай канаш пачĕç. Карпова Клавдия аппана уйрăмах тав, вăл мана вĕрентрĕ, вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Кайран хăнăхрăм, выльăхсемпе пит хăвăрт çывăхланнинчен Клавдия аппа та тĕлĕнетчĕ.

Халь хамăн ушкăнри ĕнесене курмасан, вĕсем ман хĕрĕх иккĕн, чунра йывăр пек. Хуть те ăçта каймалла пулсан та никама та шанса хăварас килмест. Сăватăн, йĕри-тавра шăлса тирпейлетĕн, вара витере çÿреме те кăмăллă. Ĕç мана питĕ килĕшет, унсăрăн мĕнле-ха; Ĕнесем те хăйсене юратнине туяççĕ. Ман шухăшпа, хăвăн ĕçне чунтан хисеплемесен, вăй хума çук, – тет О.Шайдукова. Ольга Ильинична 19 çул фермăра ĕçлет. Çак тапхăрта Эльвира хĕрĕпе Эдик ывăлĕ те ÿссе çитĕннĕ, пурнăç çулĕ çине тăнă. Халĕ вĕсем амăшĕн чи шанчăклă çыннисем, тĕревсем. Пăянамăшĕпе, Вера Михайловнăпа, килĕштерсе пурăнаççĕ. Шăпах вăл пулнă-çке ачасене ирхине шкула кăларса яраканни, кĕтсе илекенни. Фермăна ирех тухса кайнăран Ольга Ильиничнăн пепкисене ăсатма та майĕ пулман. Тутлă ыйхăпа çывăраканскерсене ăшшăн пăхса илнĕ те, тухса кайнă.

Фермăра ĕçлеме 20-30 çул каяллахинчен чылай çăмăлрах теççĕ дояркăсем. Унччен пурне те алă вĕççĕн пурнăçланă: çĕр улмине, сахăр кăшманне пĕçерсе çитернĕ, пĕç тĕп таран пылчăк ашнă. Вера Михайловна та çакнах аса илет, анчах халь те чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ нумай кирлĕ.

– Çуллахи лагерьте икĕ ушкăн ĕнене пĕччен пăхрăм. Шăна-пăван чухне сĕт сумалли аппаратсене тапса яраççĕ, пĕр вырăнта тăмаççĕ. Пылчăкне те çăрма тиврĕ. Выльăхсене юратни çеç вăй пачĕ. Малашне те фермăрах ĕçлесчĕ, тивĕçлĕ канăва та çакăнтанах каясчĕ. Тата пĕр ĕнерен 5 пин килограмм сăвакансене хисеплесе йĕркеленĕ клубран тухса ÿкес марччĕ, – тет ас илĕвĕсемпе тата тĕллевĕсемпе паллаштарнă май О.Шайдукова.

Çын мар ĕçе, ĕç çынна илемлетет, теççĕ. Хăвăн профессине юратни çитĕнÿсем тума май парать, хавхалану кÿрет. Хăйне шаннă тивĕçе чунтан пурнăçланăран Ольга Ильинична ялта, хуçалăхра хисеплĕ çынсенчен пĕри.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 апреля 2009
00:00
Поделиться