Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юратнă професси – чун уççи

Пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илме пĕлни пысăк вырăн йышăнать. Чун туртакан ĕçре çеç çын хăйне телейлĕ туять, малашлăхне курать. Акă, “Красное знамя” хуçалăхри ĕне фермин заведующийĕнче тăрăшакан Ю. Лаврентьев зоотехника вĕренсе тухнишĕн пĕрре те ÿкĕнмест. Ял хуçалăх академинче пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл тÿрех тăван ялне, Сăкăта, таврăннă. Çамрăккине пăхмасăрах ăна яваплă ĕç шанса панă.

– Малтанласа фермăра ĕçлеме йывăртарахчĕ, халь хăнăхрăм. Вĕренÿре илнĕ пĕлĕве туллин усă курма тăрăшатăп, - тет Юрий.

Ю. Лаврентьев зоотехник профессине ăнсăртран суйласа илмен. Унăн ашшĕ те ферма заведующийĕ пулнă, вăлах ывăлне зоотехника вĕренме кайма ăс панă. Ачаранпах выльăхсемпе юнашар пулни, вĕсене юратни те витĕм кÿнĕ.

– Вăй хума пуçлани нумай мар-ха, анчах мана хамăн ĕç питĕ килĕшет. Кăçал тата Республика Президенчĕ паракан стипендине илме тивĕç пултăм, çакă та хавхалану кÿрет. Хама шаннă тивĕçе тÿрре кăлармаллах, – тет Ю. Лаврентьев.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 апреля 2009
00:00
Поделиться