Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конструктор та, спортсмен та

Патăрьел районĕн чысне çÿлте тытса пыракансем хушшинче мĕнле профессиллĕ, мĕнле специальноçлă çынна çеç курмастăн-ши; Пурте пур тесен те йăнăшмастпăрах. Сăмахран, спортсменсенех илер. Районĕпе, республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе палăрнисене асăнса та пĕтереймĕн. Унсăр пуçне хăшĕ-пĕри çинчен илтмен те, пĕлместпĕр те. Çавăн пеккисенчен пĕрин çинчен сăмах хускатасшăн.

Районта ытла палăрсах кайманнисенчен пĕри – Николай Иванович Тетин. 1959 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăхачра çуралнă вăл. Çемйи пысăк пулнă: пилĕк арçын ача, пĕр хĕрача, Коля улттăмĕш. Ашшĕ Иван Петрович Тетин яланах платникре ĕçленĕ, Шăхачри йывăç япаласен комбинатĕнче столярта та вăй хунă. Амăшĕ – Нина Александровна Тетина (Смолова) ачасене вĕрентнĕ.

Н.Тетин 1966-1973 çулсенче Шăхач шкулĕнче вĕреннĕ. Кашни класа “пиллĕк” паллăсемпе çеç пĕтерсе пынă. Çивĕч ăслă ачана пултаруллă çынсем асăрханă. Вара Коля Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкул-интернатра вĕренме тытăннă. Ку шкул физикăпа математикăна тарăннăн вĕрентекенни шутланнă. Коля унтан 1976 çулта питĕ лайăх вĕренсе тухнă та çав çулах Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн математикăпа кибернетика факультетне кĕнĕ. Университет хыççăн 1981 çулта Н.Тетина С.П.Королев ячĕллĕ “Энергия” наукăпа производство пĕрлешĕвĕн конструктор бюровне янă. Вăл хальхи Королев хулинче вырнаçнă. Конструктор бюровĕнче Николай Иванович нумай хут усă курмалли “Буран” космос карапне математика енчен тивĕçтерес енĕпе ĕçленĕ. Сăмах май каласан, “Буран” ракета-космос системине тунă çĕре пирĕн районтан тепĕр çын та хутшăннă. Вăл Турханта çуралса ÿснĕ – Анатолий Чернов.

1988 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче “Бурана” ăнăçлă сăнаса пăхнă хыççăн, Н.Тетин орбитăри “Мир” станцие, “Ямал” çыхăну спутникне программăпа тивĕçтерес ĕçе хутшăннă. 1994 çултанпа тĕнчери “Альфа” космос станцине математика енчен тивĕçтермелли программа хатĕрлес енĕпе ĕçленĕ.

Николай Иванович Тетинăн космоса парăнни хăй пĕр ен. Унăн тепĕр енĕ те паха. Вăл марафонран вăрăмрах хушăсене чупассипе питĕ кăсăкланать. Ку кăсăклану 1984 çулта пуçланнă.

Малтанах вăл юлташĕпе пĕрле Крыма велосипедпа çитсе килме тĕв тунă. 11 кун хушшинче 1500 километр хушша хыçа хăварса Хура тинĕс хĕрринчи Алуштăна çитнĕ. Тула, Курск, Орел, Белгород, Харьков облаçĕсем урлă, Мелитополь, Джанкой, Симферополь хулисем витĕр иртнĕ. Крымра Алупка, Ялта, Бахчисарай, Саки хулисенче пулса курнă, Севастополь патнех çитнĕ. Анчах çар морякĕсем вĕсене хулана кĕртмен.

1985 çулта Н.Тетин марафон чупăвĕ çине куçнă. Ку хушă – 42 километр та 195 метр. С.Шишкин тренер (каярахпа Раççейри паллă математик) ертсе пынипе вăл виçĕ çул хушшинче çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă. 1994 çултан марафонра вăрăмрах хушăсене (тĕпрен илсен 100 километра) чупма тытăннă. 1995 çулхи май уйăхĕнче Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă: Раççей чемпионатĕнче 100 километра 6 сехет те 41 минутра чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă. 1998 çулта 100 километра чупассипе Европа Кубокне хутшăннă, Польшăри Калит хулинче виç-çĕмĕш вырăна тухнă, тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăнă. Каярахпа Н.Тетин Голландири Винсхотен хулинче, Францири Кнедер хулинче 1995, 1997, 2001 çулсенче иртнĕ Тĕнче чемпионачĕсенче 100 километра чупса ăмăртнă.

Н.Тетин йывăр спорт енне халĕ те пăрахмасть: хăйне тивĕçлĕ шайра тытса тăма тренировкăсене татмасть. Çавна май кашни эрнере 250 километр чупать, пĕр кунĕнче – 60 километр.

Н.Тетинăн ĕмĕчĕсем тата та пысăкрах, марафонран вăрăмрах хушша алла çирĕп илсен талăклă марафон çине куçасшăн, урăхла каласан – пĕр талăк хушшинче нумайрах чупасси.

Н.Тетин хăйĕн рейтингĕпе Раççейри чи лайăх пилĕк сверхмарафонец шутне кĕрет. Сăмах май каласан, унăн пиччĕшĕ те спортсмен пулнă, бокс енĕпе СССР спорт мастерĕн ятне илнĕ, халĕ Самарăри пĕр шкулта физкультура вĕрентет.

Юлашкинчен çакна палăртмалла: Николай Иванович Тетин хăйĕн кун-çулĕнче Çĕр экваторне тăватă хут çурă чупса çаврăннă.

Н.Тетин конструктор-спортсменпа Шăхачсем çеç мар, районта пурăнакансем те чăннипех мухтанма пултараççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 апреля 2009
00:00
Поделиться