Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитменнисем усал ĕç ан туччăр

Районта çул çитмен ачасем преступлени ан туччăр тесе шкулсенче час-часах ăнлантару ĕçĕсем йĕркелеççĕ пулин те, усал ĕçпе çыхăннă тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ. Çак кунсенче районти çул çитмен ачасемпе тимлекен районти комиссинче Хирти Пикшикре аслă класра вĕренекен икĕ ача каçхине Кĕçĕн Арапуçĕнче ларакан уйрăм çыннăн тракторĕн кантăкĕсене, фарисене, ветеринари участокĕн çурчĕн чÿречисене пĕр сăлтавсăр-мĕнсĕр çĕмĕрсе сăтăр тунине пăхса тухнă. Ăспа-тăнпа, ăнланса ют çынна пурлăх тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани паманшăн ашшĕ-амăшне саккунпа айăпланă, штраф панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 апреля 2009
00:00
Поделиться