Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çынсен сывлăхне сыхлассишĕн

Çынсен пурнăçĕшĕн е сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан тавар, апат-çимĕç, ĕçме-çиме кăларнăшăн, тивĕçтерÿ ĕçĕсем тунăшăн саккунпа айăплаççĕ. Çакна РФ Уголовнăй Кодексăн 238 статйинче палăртнă. Ку статьяпа килĕшÿллĕн 500 пин тенкĕ таран штраф пама, юрăхсăр япалана пула 2 е ытларах çын вилсен 10 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Пурнăçшăн хăрушă тавар тесе пахалăх енĕпе ыйтнине тивĕçтермен пирки сертификат илменнине калаççĕ.

Граждансен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушсăрлăх туса хурасси правăна сыхлакан органсен тивĕçĕ те. Çавна май район прокуратури милиципе, тĕрĕслесе тăракан органсемпе пĕрле çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушсăрлăх туса хурас тесе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Айăплисене тупса палăртнипе пĕрлех асăрхаттару ĕçне те пурнăçлаççĕ. Асăрхаттару ĕçне вара чи кирли тесе шутлатпăр. Кунта сăмах спиртлă продукци хатĕрлени, упрани, сутни пирки пырать.

Районта çынсен вилеслĕхне тишкерни çакна кăтартать: çынсем хăйсем çине алă хунисĕр пуçне пахалăхсăр спиртлă шĕвек ĕçсе пурнăçран нумайăн уйрăлаççĕ. Анчах сутас тĕллевпе сăмакун юхтаракансем çакăн пирки шухăшламаççĕ.

Прокуратурăпа милици Сăкăтра ирттернĕ тĕрĕслев сăмакун сутнă виçĕ тĕслĕхе палăртма май пачĕ, вĕсенчен И.В. Соловьев пирки уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, суда панă. Район сучĕ ăна 4 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Çак ялти тепĕр хĕрарăм пирки уголовлă ĕçе тĕпчесе прокурора панă. Ăна суда яратпăр.

Алкогольлĕ шĕвек туса сутнă тĕслĕхсем, тĕрĕссипе каласан, кашни ялтах пур. Çавна май вĕсене тупса, тытса айăпласси пирки общественноçăн тăрăшмалла, ку енĕпе правăна сыхлакан органсене пулăшмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 апреля 2009
00:00
Поделиться