Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк çемьесен клубĕн районти конкурсĕ

Раççейре ят панă кăçалхи Çамрăксен çулталăкĕнче районта чылай кăсăклă мероприяти йĕркелеме, проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртме палăртнă. Акă, сăмахран, нарăсăн 15-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 25-мĕшĕччен районта çамрăк çемьесен клубĕн тата “Çамрăк çемье” социаллă видеороликсен республикăри конкурсăн пĕрремĕш этапĕ иртнĕ. Конкурса хутшăнакансене тĕрлĕ номинаципе хакланă.

“Чи лайăх туй историйĕ” ятпа Тутар Сăкăтĕнчи “Шанчăк” çамрăк çемье клубĕн членĕсем Вахитовсем, “Çамрăк çемье” видеоролик хатĕрлессипе Ыхра Çырминчи “Савăнăçлă çемье” клуб членĕсем Зейнетдиновсем палăрнă. Патăрьелĕнчи “Пĕрле” çамрăк çемьесен клубĕ “Чи лайăх çамрăк çемьесен клубĕ” ятпа çĕнтерÿçĕ пулнă (ертÿçи А. Ильина). Вĕсем çывăх вăхăтра республикăра район чысне хÿтĕлĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 апреля 2009
00:00
Поделиться