Илемлĕ çуркунне ан хуçтăр никамăн кăмăлне
Çуркуннехи ăшă хĕвел таврари шурă юра кашни кунах чакарать. Кăçал вăл ахаль те хулăн ларманран, хăш-пĕр вырăнсенче хура çĕр те палăра пуçларĕ. Вăл çеç те мар, унпа пĕрлех хĕл каçа урамсенче унта-кунта сапаланса выртакан, пуçтарăнса кайнă çÿп-çап та “çутта” тухрĕ. Каллех тирпей-илем, хăтлăх пирки пусарса каламалли вăхăт çитрĕ. Симпыл шăршиллĕ илемлĕ çуркунне никамăн кăмăлне те ан хуçтăр тесен ял тăрăхĕсенче, организаци-учреждени коллективĕсенче çак ыйтупа паянах пикенсе ĕçлеме тытăнмалла. Кайран адмкомиссинче пите хĕретмелле ан пултăр.
"Авангард" (газета Батыревского района)