Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Социаллă пурнăç аталанăвĕн çирĕплĕхĕ хамăртан килет

Кашни уйăхра иртекен районти Пĕрлехи информаци кунĕ райадминистрацинчи пĕрремĕш тĕл пулуранах халăхпа уçă калаçу евĕр сыпăнса пычĕ. Кун йĕркине лартнă ыйтусем çапла: “Чăваш Ен экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн çирĕплĕхне ÿстермелли мерăсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен кăçалхи тариф политики тата граждансен уйрăм категорийĕсене социаллă пулăшу парасси”.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов Пĕрлехи информаци кунĕн темипе тата ăна ертсе пыма республикăран килнĕ ушкăнпа паллаштарнă хыççăн паянхи пурнăçа тĕрлĕрен хак паракан тапхăрта пирĕн район халăхĕ унчченхиллех ĕçлесе пынине, социаллă çăмăллăхсемпе усă курнине каларĕ. Республикăри ĕçсĕр çынсене хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 526 миллион та 320 пин тенкĕ укçа килни те паха. Ку вăл чылай çынна ĕçпе тивĕçтерме, хушма професси илме пулăшĕ.

Николай Иванович шухăшне малалла тăсса “Чăвашагролизинг” уçă акционарла пĕрлешÿ генеральнăй директорĕ А.Ласточкин уçă калаçу пуçларĕ. Ыйту çине ыйту кăсăклантарчĕ залри халăха. Кун валли вара сăлтавĕ те пулчĕ. Алексей Пантелеймонович ял территорийĕнчи социаллă-экономикăллă лару-тăрăва аталантарассипе паллашас тĕллевпе нумай пулмасть Мари республикинчи пĕр хуçалăхра ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Кунта маларах юхăннă хуçалăх никĕсĕ çинчех, пĕчĕк тăкаксемпех производствăна аталантарма, тупăш тума выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Çак отрасль кÿршĕсен пушшех те вăйлă аталаннă-мĕн. Хуçалăхра сĕт паракан ĕнесене çеç мар, çак тĕллевпе йышлă лаша та усраççĕ. Вĕсем куллен 10, 2 килограмм сĕт антараççĕ. Юхăннă тепĕр витене тирпейлесе качакасене валли хăтлăх тупнă. Çак хаклă выльăха 1200 пуçа çитернĕ! Унăн паха та сывлăхшăн усăллă продукцин литрне 60 тенкĕпе сутаççĕ! Ĕне сĕчĕпе танлаштарсан ултă хут хаклăрах! Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ытти çĕнĕлĕхсем те кăсăклантарчĕç информаци кунне хутшăннисене. А.Ласточкин пурне те тулли хурав пачĕ.

ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министр çумĕ С.Петрова кун йĕркинчи ыйтăва малалла тăсса паян вĕрентÿ учрежденийĕсенче учительсен те, вĕренекенсен те ку таранччен пулнă ĕç меслечĕпе çырлахмасăр çĕнĕлле, тавракурăма, ăс-тăна пур енлĕ аталантарса вăй хумаллине, çĕнĕ ăру стандарчĕн меслечĕпе ĕçлеме хатĕрленмеллине асăнчĕ. Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи, Шăнкăртамри вăтам шкулсенчи тĕл пулусенче те С.Петрова вĕрентÿн çĕнĕ формисем пирки чарăнса тăчĕ, çĕнĕ тÿлев меслечĕн тĕллевĕпе паллаштарчĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Осипов район шайĕнче çак ыйтусене çивĕчлетмеллине каларĕç.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов, РФ налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертÿçин çумĕ О.Никитина Шăхач ял тăрăхĕнче пулса кунти социаллă-культурăллă объектсен ĕçĕпе паллашнă, ял тăрăхĕн активĕпе тĕл пулса вĕсене, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене хускатнă.

“Чăваш кĕнеке издательстви” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ, Чăваш Енри журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров районти “Авангард” хаçат редакцийĕн коллективĕнче пулса вĕсен ĕçри çитĕнĕвĕсемпе, производство хăватлăхĕпе паллашнă.

Информаци кунĕн ушкăнĕсем çавăн пекех Тăрăн, Шăнкăртам, Патăрьел ял тăрăхĕсене çитсе Çамрăксен тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче татса памалли тĕрлĕрен ыйтусене сÿтсе явнă. Вĕсем пурте районăн социаллă пурнăç аталанăвĕпе çыхăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 февраля 2009
00:00
Поделиться