Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурс итогĕсем паллă

Шкулта вĕрентекен класс ертÿçин пур енĕпе те пултаруллă та, кăтартуллă та пулмалла. Иртнĕ эрнере районта “Чи класлă класс ертÿçи” республикăра йĕркеленĕ конкурса район шайĕнче пĕтĕмлетнĕ. Тĕрлĕ ушкăнти районти шкулсенчи 45 класс ертÿçи хăйсен çивĕч ăсне, тавракурăмне, пултарулăхне эксперт комиссийĕ умĕнче тĕрĕсленĕ.

Конкурс итогĕпе республикăна район чысне хÿтĕлеме Ыхра Çырминчи А.Зейнетдинова (кĕçĕн классенчен), Турханти вăтам шкулти А.Ефимова (вăтам классенчен), Сăкăтри вăтам шкулти Л.Елагина (аслă классенчен) класс ертÿçисем хутшăнĕç. Яваплăхĕ, паллах, пĕчĕк мар. Çавăнпа та район конкурсĕн çĕнтерÿçисене творчествăлла ăнăçу, пысăк çитĕнÿ сунар.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 февраля 2009
00:00
Поделиться