Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ячĕпе – турнир

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центрта календарьпе килекен уявсене чыслăн паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Çак эрнере вĕсем Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа шашка-шахмат турнирне йĕркеленĕ. Çивĕч ăспа усă курса вылямалли ăмăртăва вун ултă çын хутшăннă. Вăйлă кĕрешÿре Кзыл Чишмари Ф.Абдуллин пĕрремĕш, Тикешри Г.Егоров иккĕмĕш, Çĕньялти В.Макаров виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Шашка-шахмат турнирĕнче уйрăммăн палăрнисене Хисеп грамоти парса чыс тунă, парнепе хавхалантарнă. Спорт ветеранĕсем хăйсене хисеп тунăшăн кăмăлтан савăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 февраля 2009
00:00
Поделиться