Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юратакансен кунĕ ячĕпе

Февралĕн 14-мĕшĕнче Юратакансен кунĕ ячĕпе Анат Тăрмăшĕнчи культура çуртĕнче хаваслă мероприяти иртнĕ. Çак ятпа юратакан мăшăрсем хушшинче конкурс йĕркеленĕ. Тĕрлĕ енлĕ пултарулăха хак парса Женьăпа Лена Алексеевсем чи илĕртÿллисем, Гальăпа Слава Егоровсем чи сăпайлисем, Светăпа Веня Шагаровсем чи хаваслисем, Любăпа Вова Тихоновсем чи пултаруллисем пулнă. Зойăпа Владик Путяковсене вара «Анат Тăрмăш шăпчăкĕсем» тесе хак панă.

Конкурса хутшăнакансене вырăнти артистсем юрă-ташăпа саламланă. А.Едриванов хастар пурне те парне парса чыс тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2009
00:00
Поделиться