Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсем – регионсем хушшинчи олимпиада призерĕсем

Тăван чĕлхе тата унăн культурине тĕплĕн пĕлес тата ăна аталантарас тĕллевпе тĕп хуламăрти Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче чăваш тата тутар чĕлхисемпе регионсем хушшинче олимпиада иртнĕ. Унта пирĕн район чысне хÿтĕлекенсем те çĕнтерÿпе таврăннă. Акă, Шăнкăртамри тулли мар вăтам шкулти Д.Юнисова (вĕрентекенĕ С.Ишмуратова) олимпиада çĕнтерÿçи. Тутар Сăкăтĕнчи 10-мĕш класри Д.Хайбуллова (вĕрентекенĕ Г.Айзатуллова), Сăкăтри 11–мĕш класра вĕренекен Л.Ахмадеева (вĕрентекенĕ Ф.Ахмадеева), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И.Краснова (вĕрентекенĕ Е.Бабаева) олимпиада призерĕсем пулса таврăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2009
00:00
Поделиться