Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентÿ иртрĕ

Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕ Комсомольскинче республикăри тутар-мишер пултарулăх ушкăнĕсемпе ĕçлекен ертÿçĕсем валли вĕрентÿ йĕркелерĕ.

Çак семинара Патăрьел районĕнчен ятарлă делегаци хутшăнчĕ. Хирти Пикшик халăх театрĕн режиссерĕ Д.Салахова, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн методисчĕ Ф.Абитов, Шăнкăртамри ачасен пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Г.Асхамова, Ыхра Çырминчен пултарулăх ушкăнĕн ертÿçисем Д.Бурчаклы, И.Ахметов, Л.Шакиров, Р.Гайфин, Хирти Пикшикрен Ф.Фазуллин вĕрентÿре пысăк активлăх кăтартрĕç. Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн ертÿçи Альбир Хазрат Крганов Ислам тĕнне ĕненекен тутар-мишерĕн культурипе, йăли-йĕркипе, вĕсен паянхи пурнăç шайĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Хусанти культура институтĕнчи тĕрлĕ наципе ĕçлекен кафедрăн ертÿçи А.Еникеева тутар-мишер халăхĕн ĕлĕк-авалтан йăхран-йăха куçса пыракан йăли-йĕрки, уявĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ.

Семинара хутшăннисем Каçал тăрăхĕнчи тĕрлĕ ялти ватă та сумлă çынсемпе тĕл пулса авалхи йăла-йĕркепе кăсăкланчĕç, тĕрлĕ юрă, ташă вĕренчĕç.

Семинар итогĕпе вĕренÿре хастар хутшăннисене пурне те свидетельствăсем пачĕç. Патăрьелĕнчен кайнă делегаци вĕрентÿрен малашнехи ĕçе лайăхрах аталантарас шухăш-кăмăлпа таврăнчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2009
00:00
Поделиться