Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пулăшу кирлĕ, вулаканăм

Тăван халăхăмăрăн ятне вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăха çĕкленĕ паттăр чăваш – Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев генерал-майор çуралнăранпа кăçалхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 80 çул çитет. Унăн çăлтăрĕ ан сÿнтĕр, паттăрлăхĕ ан манăçтăр, ячĕ кашнин чĕринче упрантăр тесе Чăваш Ен Президенчĕпе республика Правительстви, А.Г.Николаевăн тĕнче уçлăхĕнчи “кĕçĕн шăллĕсем” курăмлă ĕç тăваççĕ. Андриян Григорьевичăн тĕлĕнмелле шăпи ентешĕсене кăна мар, космоса парăнтарассин историйĕпе кăсăкланакансене те хумхантарать. 2004 çулта истори ăслăлăхĕсен докторĕ Ю.С.Юстинов генерал-майор çырнă “Космонавт " 3 Андриян Николаев” кĕнеке пĕр пин тиражпа пичетленнĕччĕ. Вăл питĕ кĕске вăхăтра сутăнса пĕтрĕ. Ячĕ тĕнче историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çыхăннă çыннăн паттăрлăхĕ паян та, ыран та мăнаçлăх туйăмĕ çуратĕ, тĕслĕхĕ тĕрĕс пурăнма, çĕр-шывшăн тăрăшма чĕнĕ.

Ентешĕмĕрĕн юбилейĕ умĕн Чăваш Республикин Культура министерстви “Пропаганда центрĕ” издательствăпа (Мускав хули) пĕрле асăннă кĕнекене тепĕр хут пичетлесе кăларма пуçару турĕ. Кĕнекене çĕнĕ сăн ÿкерчĕксем кĕртме, “Яланах халăх асĕнче” пай хушма палăртнă. Ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесен, хисеплĕ вулаканăм, санăн пулăшăву та кирлĕ. Укçа-тенкĕпе тата ытти енĕпе пулăшас текенсене Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствинче кĕтеççĕ. Унăн адресĕ : 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17. Тел.ŸфаксŸ: Ÿ8352Ÿ 62-10-03 (Кĕнеке кăларас ĕçпе полиграфи секторĕ), e-mail culture46@cap.ru.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2009
00:00
Поделиться