Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕлме йĕлтĕр, йăлтăр-ялтăр, Шуса тухрăмăр хире…

Первомайскинчи АТП çывăхĕнче пуçтарăннă районти йĕлтĕрçĕсене курсан тÿрех ача чухне вĕреннĕ çак сăвă йĕркисем аса килчĕç. Хур кайăк пек ушкăн-ушкăн 900-е яхăн спортсмен старта тăни чăн-чăн çитĕнÿ. Ку вăл ăмăртакансен йышĕ çеç! Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем, чупакансемшĕн «чирлекенсем» мĕн чухлĕ тата; “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” спорт уявĕн сумĕ çĕр-шывра çулсерен ÿссе пырать. Унчченрех Чăваш Енри йĕлтĕрçĕсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисене çеç пуçтарăннă пулсан, кăçал ăмăрту кашни хулапа районтах иртрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи йĕлтĕр спортне кăмăллакансене вара Аслă Арапуç вăрманĕ хапăл пулчĕ. Старт 12 сехетре пуçланчĕ. Маларах массăллă чупăва хутшăнакансене ăнăçусем сунса район пуçлăхĕ Н.Глухов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Федоров, А.Инжа спорт ветеранĕ, ачасемпе çамрăксен Патăрьелĕнчи спорт шкулĕн тренерĕ Л.Никитин саламларĕç.

Чи малтанах VIP – чупăва хутшăнакансем трасса çине тăчĕç. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакан ертÿçĕсен тупăшăвĕнче Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхне Г.Медведева çитекенни пулмарĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В.Осипов иккĕмĕш вырăнта. Хĕрарăмсем хушшинче Шăхачри тата Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕсем – Л.Мыловăпа А.Бахматова пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Районти чи вăйлă йĕлтĕрçĕсем уйрăм ушкăнра чупрĕç. Вĕсем 10 километрлă дистанцие хыçа хăварчĕç. Кунта ачасемпе çамрăксен Патăрьелĕнчи спорт шкулĕн тренерĕ Л.Никитин финиша пĕрремĕш çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта – Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче вĕренекен йĕкĕрешсем – Николайпа Владимир Павловсем.

Хĕр ачасем хушшинче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче вĕренекен А.Медведевăпа М.Макарова пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Иккĕмĕш вырăнта Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен А.Михайлова. Çемьесем хушшинче Нăрваш Шăхалĕнчи Михайловсен çемйи чи кăтартулли тесе палăртрĕç. Çавăн пекех массăллă чупăва хутшăнакансенчен чи çамрăк тата чи аслă йĕлтĕрçе те чысларĕç. Татмăшри А.Солдатов чи кĕçĕнни ята тивĕçрĕ. Турханти Л.Гусева 82 çулта пулсан та дистанцие парăнтарма пултарчĕ.

Пуçламăш шкулсем хушшинче Именкасси шкулĕ, вăтам шкулсенчен Первомайски вĕрентÿ центрĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен Кивĕ Ахпÿрт шкулĕ кăтартуллăрах пулчĕç. Предприятисемпе учрежденисенчен Патăрьелĕнчи Перекет банкĕн ĕçченĕсене çитекеннисем çукрах, иккен. Ял тăрăхĕсем хушшинче Аслă Чеменсем çĕнтерчĕç. “Спортпа туслă класс” номинацире судьясем Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекенсем маттуртарах пулнине çи-рĕплетрĕç.

Йĕлтĕрçĕсемпе куракансене Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи “Ăраскал” ансамбль, Первомайски ял тăрăхĕнчи “Çăлкуç”, “Шуçăм” фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕç. Суту-илÿ ĕçченĕсем пухăннисене вĕри чейпе, кукăль-булкăпа сăйларĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене, çавăн пекех тĕрлĕ номинацире палăрнисене дипломсем тата призсем парса чысларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2009
00:00
Поделиться