Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитменнисем преступлени тăвасси чакнă

Районти шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх пĕлтĕр çул çитменнисем тăвакан преступленисен шучĕ маларахри çулпа танлаштарсан 26 процент чакнă. Çакă, паллах, чăн малтанах ку тĕлĕшпе профилактика ĕçне витĕмлетнипе çăхăннă.

Вăхăтпа илес пулсассăн çул çитменнисем ытларах кăнтăрлаччен преступлени тунă.

Хура ĕçсене географи тĕлĕшĕнчен илсе ушкăнласан Туçа, Патăрьел, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕсем “рекордсменсем” шутланаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсемпе илес пулсан ку ыйтупа Патăрьелĕнчи професси училищин кăçал тата ытларах ĕçлемелле, ăнлантару ĕçĕсене нумайрах йĕркелемелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2009
00:00
Поделиться