Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта – Хăйтытăмлăх пуçлăхĕн кунĕ

Январĕн 29-мĕшĕнче, кĕçнерникун, Туçа ял тăрăхĕнче пĕрремĕш хут Хăйтытăмлăх пуçлăхĕн кунĕ иртнĕ. Унта районти мĕн пур ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделени-йĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Вырăна тухса йĕркеленĕ Хăйтытăмлăх пуçлăхĕн кунĕн тĕп шухăшĕ, теми – “Пурнăç вăл экономика çеç мар”. Çавăнпа та район пуçлăхĕ Н.Глухов ял тăрăхĕнчи тĕл пулусенче малашне район ĕçченĕсен ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ тата “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен” Указĕ çине тайăнса тĕллевлĕ ĕçлемелли пирки, ял халăхĕн, çамрăксен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе республика тата федераллă программăсене тирпейлĕн пурнăçа кĕртсе пымаллине каланă.

Хăйтытăмлăх пуçлăхĕн кунне хутшăннисем ял тăрăхĕнчи социаллă-культурăллă объектсенче, Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿре пулнă, кашнийĕнчех халăхпа курнăçса вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явнă.

Çичĕ яла пĕрлештерсе тăракан Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин вырăнти халăхăн çитĕнĕвĕ, ĕмĕт-тĕллевĕ, йывăрлăхĕ пирки чарăнса тăнă.

Малашне çакăн пек вырăна тухса йĕркеленĕ Хăйтытăмлăх кунĕсем кашни ял тăрăхĕнчех пулĕç.

А.НИКОЛАЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 января 2009
00:00
Поделиться