Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турханти вăтам шкулта – çĕнĕ директор

Иртнĕ шăматкун район пуçлăхĕ Н.Глухов, администрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Осипов Турханти вăтам шкулта пулнă, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен пурнăçĕпе паллашнă. Хальхи вăхăтра вĕсене шкул столовăйĕпе кĕçĕн класра вĕренекенсен çурчĕ кивĕ пулни, хăтлă спортзал çукки пăшăрхантарать. Çавна май шкул çумне хушма çурт тума проектпа смета документацийĕсене хатĕрленĕ.

Ĕç коллективĕпе тĕл пулнă май, Николай Иванович районăн иртнĕ çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕ пирки каласа панă, çирĕплетнĕ çĕнĕ шкул директорĕпе Владимир Егорович Ивановпа паллаштарнă. Маларах вăл директор çумĕ пулса ĕçленĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 января 2009
00:00
Поделиться