Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕлме йĕлтĕрпе – хĕллехи вăрмана

Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ календарьпе черетленекен чылай уявсене пĕрле, ушкăнпа ирттерет. Çакă вара ĕçтешсен туслăхне çеç ÿстерет.

Интернат ĕçченĕсем Кăшарни эрнине те пĕр йĕрсĕр хăварман. Дирекци хушăвĕпе вĕсем пĕр кунхине йĕлме йĕлтĕр çине тăрса хĕллехи вăрмана çул тытнă. Йĕлтĕрçĕсем хушшинче çамрăксем те, çулланнисем те пулнă. Ырă пуçару пурне те килĕшнĕ. Çамрăксен çулталăкĕнчи ĕç планĕнче коллективпа спорт ăмăртăвĕсем ирттермелли тĕллевсем татах та пур. Интернат ырă та сывă пурнăç йăли-йĕркине пăхăннине ырламалла çеç. Вăл ыттисемшĕн те тĕслĕх вырăнне пултăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 января 2009
00:00
Поделиться