Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешсене сумлă преми, «Авангарда» – диплом, укçа

Кăрлач уйăхĕ иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли вăхăт. Чăваш Ен журналисчĕсемпе полиграфисчĕсем шăпах çак тĕллевпе тĕп хуламăрти Пичет çуртне пуçтарăнчĕç. Тата професси уявĕсем – Раççей тата Чăваш Ен пичечĕн кунĕсем те кăрлачрах иртнĕ май уяв саламĕсем те йышлă пулчĕç.

– Паян Чăваш Енре 400-е яхăн массăллă информаци хатĕрĕ (пысăк пайĕ – пичет кăларăмĕсем) ĕçлет. Журналист ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те калама çук пысăк, – терĕ пуçтарăннисене саламланă май Чăваш Республикин культура министрĕ Р.Лизакова.

Уяв, паллах, парнесемпе, наградăсемпе илемлĕ. Журналистсен çуллен паракан Çемен Элкер премийĕн лауреачĕсем хушшинче Кивĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ М.Карягина тележурналистка, Н.Никольский ячĕллĕ преми илнисем хушшинче Алманчăра çуралса ÿснĕ пичет ветеранĕ И.Тенюшев пурри уйрăмах савăнтарать.

Çавăн пекех “Авангард” та пайсăр юлмарĕ. Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ конкурсра республикăри хаçатсем хушшинче пирĕн хаçат 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çавна май Чăвашпотребсоюз ертÿçи В.Павлов хаçата диплом тата укçан парса хавхалантарчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 января 2009
00:00
Поделиться