Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерÿçĕ-учительсен ячĕсем паллă

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта учительсем уроксенче информаципе коммуникаци технологине мĕнле усă курнипе конкурс йĕркеленĕ. Унта районти чи пултаруллă 15 вĕрентекен хутшăннă. Уроксем пĕринчен тепри кăсăклă иртнĕ. Учительсем интерактивлă доскасемпе, ытти хушма материалсемпе тухăçлă усă курнă.

Мультимедиа проекторпа усă курас тĕлĕшпе чи лайăх урок паракансенчен пĕри Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учителĕ Э.Карягина пулнă. 2008 çулта вăл РФ Президенчĕн грантне илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех тĕрлĕрен номинацисемпе çак шкулти А.Клементьева, Э.Сейфуллина математика учителĕсем, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Л.Курманаева математика учителĕ, Первомайскинчи Е.Шагулова информатика учителĕ, Шăнкăртамри Л.Павлова чăваш, С.Ишмуратова тутар чĕлхисен учителĕсем палăрнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 января 2009
00:00
Поделиться